Шупашкарта чи вăйлă шахматçăсем тупăшĕç

Чăваш Енĕн тĕп хули Раççей шахмат чемпионачĕн Аслă лигине хатĕрленет.

Ăмăрту «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçланĕ, утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче вĕçленĕ. Вăл мĕнле иртессине йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă.

Раççей чемпионачĕн аслă лигин çĕнтерӳçисем Суперфинала хутшăнма пултарĕç. Ăмăртура 100 ытла спортсмен ăс-тăн вăйне виçĕ, вĕсен йышĕнче — çĕршывăн чи вăйлă гроссмейстерĕсем те.

Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков çак пулăмпа усă курса республикăра шахмат аталантарассине вăйлатмаллине палăртнă. Çавăн пекех парламентарий 2022 çулта Раççей шахмат чемпионачĕн Суперфиналне Шупашкарта ирттермешкĕн заявка хатĕрлеме сĕннĕ.



Хыпар
07 июня 2021
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter