Чӑваш Республикин кадрсен вӑй-хӑвачӗ РАНХиГС эксперчӗсемпе пӗрле аталанӗ

Чӑваш Республикин кадрсен вӑй-хӑвачӗ РАНХиГС эксперчӗсемпе пӗрле аталанӗ

Управленисен кадр резервне йӗркелес,  ҫавӑн пекех республикăн кадрсен потенциалне аталантарас ыйтусене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раçççей Президенчĕ çумĕнчи патшалăх хуçалăхĕн тата службин академийĕн патшалăх управленийĕн Аслă шкулĕн кадрсен тата хаклав факультечĕн деканӗпе Илья Шебураковпа  ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче сӳтсе явнă.

Регион Ертӳҫи президент академийӗн экспертне консультаци пулӑшӑвӗшӗн тав тунă тата экспертсен канашӗн ӗҫне-хӗлне, ҫав шутра Чӑваш Республикин управлени кадрӗсен резервӗсене йӗркелеме тата хатӗрлеме хутшӑнасса шаннине палӑртнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑра иккӗмӗш ҫул "Управлени команди" тата "Ҫамрӑк лидерсен команди" конкурссем ирттернине палăртнă, вӗсем патшалӑх органӗсемпе ытти организацисене кадрсемпе тивĕҫтерессинче пысăк витĕм кӳнине асăннă вăл. "Ҫак ăмăртусенче нумайӑшӗ хӑйсен ăсталăхне тарăн кăтартса парайрать. Ку пурсăмăра та савăнтарать", - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. «Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей лидерӗсем" управленисен эксперт канашӗн пайташĕ пулнӑ май хӑна опычӗ  республикăшăн усӑллӑ», -  тесе хушса хунă вӑл.

"Сирӗн регионшăн май килнӗ таран усӑллӑ пулма тӑрӑшӑп. Республикӑшăн усӑллӑ пулма пултаракан пуҫлӑхсене хакласа суйласа илме тӑрӑшӑпӑр. Общество ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме хатӗр ҫынсем тупни питӗ кирлӗ", - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Илья Шебураков.



08 июня 2021
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter