Элĕксем бассейнпа ача сачĕ уçăласса кĕтеççĕ

Паян Алла Салаева вице-премьер Элĕк салинче ĕçлĕ çул çӳревре пулчĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитсе курчĕ.

Элĕкре бассейн хута ямашкăн 118,1 миллион тенкĕ уйăрнă. Проектпа килĕшӳллĕн ăна пĕлтĕр уçмалла пулнă. Кăçалхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче строительствăпа монтаж ĕçĕнче çитменлĕхсем тупса палăртнă. Вĕсене тӳрлетнĕ, бассейна шывпа та тултарнă. Çапах ишме вĕренес текенсене йышăнаймаççĕ. Медицина пӳлĕмĕпе бассейн валли техника хатĕрĕсем çителĕксĕр, вĕсене туянмалла, анчах укçа çук. Алла Леонидовна документсем хатĕрлеме сĕнчĕ — хатĕр объектăн пушă тăмалла мар. Бассейна кăçалхи çĕртме уйăхĕнче уçасшăн.

Вице-премьер çитнĕ иккĕмĕш объект — «Çăлкуç» ача сачĕ. 240 вырăнлăскере хута ямашкăн 204,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çуртăн 40%-не çĕкленĕ. Анчах кунта та кăлтăксемсĕр мар. Проектпа смета документацийĕнчи улшăнусене пула ĕç вăраха тăсăлнă, строительсем графикран 2 уйăх юлса пыраççĕ. Вице-премьер ача сачĕн строительствипе паллашрĕ. «Çăлкуç» Элĕкре чи çӳллĕ çурт пулĕ. «Конкурс йĕркелĕр, ача сачĕн ертӳçин должноçне кам йышăнассине палăртăр. Вăл шалти ĕçсене сăнаса тăрĕ, кăлтăксем асăрхасан çийĕнчех тӳрлеттерĕ», — сĕнчĕ Алла Леонидовна. Объекта кăçалхи чӳк уйăхĕнче уçма палăртнă. Çакăн валли майсем пур: строительсем урамра вăй хунă вăхăтрах шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, штукатурка тăваççĕ, чӳречесем лартаççĕ.

Хăнасем Элĕкри ача-пăча библиотекине çитрĕç, унта пухăннă ачасемпе тĕл пулчĕç. Вĕрентӳ министрĕ кĕçĕн çултисен çитĕнĕвĕпе кăсăкланчĕ. Шăпăрлансем именмерĕç — алă çĕклесех хăйсемпе паллаштарчĕç. Тĕлпулăва çитнĕ «Александр Пушкин» та калаçăва хутшăнчĕ, Элĕк вăтам шкулĕнче вăй хуракан вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. ЧР Культура министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова вулавăша çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕ.

Элĕк вăтам шкулĕнче 723 ача пĕлӳ пухать. 1979 çулта çĕкленĕ интернат çуртĕнче пуçламăш классем вĕренеççĕ. Кивелнĕ объекта темиçе хут та юсаса çĕнетнĕ. Ачасен хĕсĕк пӳлĕмсенче вĕренме тивет.

«Санитари нормисем çĕнелчĕç. Çавна пула ачасене икĕ сменăпа вĕрентме тивет. Паян пĕрлехи канашлура интерната пăсса ун вырăнне 300 ача вĕренмелĕх çурт çĕклемешкĕн йышăнтăмăр. Манăн шухăшпа, эпир çак тĕллеве пурнăçлаятпăрах», — палăртрĕ Элĕк вăтам шкул директорĕ Владислав Волков.



Хыпар
08 июня 2021
17:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter