Олег Николаев: "Патшалӑхăн ҫын патне пулӑшу формисемпе каймалла"

Олег Николаев: "Патшалӑхăн ҫын патне пулӑшу формисемпе каймалла"

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ ӗҫчен кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннă.

Регион ертӳҫи социаллӑ сферӑн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланă,  вĕсен яваплӑ ӗҫӗшӗн чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă.

"Демографи" наци проекчӗн шайӗнче социаллӑ пулӑшу памалли тытăм кулленех лайăхлансах пырать», – палӑртнӑ Олег Николаев.  «Сире пула, пулӑшмалли майсем туллин пулса пыраҫҫĕ, мероприятисем креативлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ", – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чӑваш Енре пурнӑҫлакан социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен проекчӗсене, сӑмахран, "Экспресс-кукамайсем", "Ваттисен клубӗ" тата ытти ӗҫсене ҫĕршывра пысăка хурса хакланă, тĕслĕх вырăнне хураҫҫĕ.  Ватӑ тата инвалидсем валли ҫӗнӗ клуб юхăмĕсем тата "Манӑн социаллӑ центр"  ĕҫĕсем пархатарлă пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ,  ҫакнашкал центрсем Ҫӗмӗрлепе Куславккара уҫӑлнă.

"Кӑҫал вара центрсем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрпа Канашра пулӗҫ", – каласа панă Олег Николаев.

Регион ертӳҫи Чăваш Енре халӑха социаллӑ хӳтлӗх тата социаллӑ пулӑшу памалли тытӑм малалла та лайӑхланмаллине, халӑха мӗн кирлине шута илсе трансформациленмеллине, цифра технологийӗсемпе анлӑрах усӑ курмаллине палӑртнă, пулӑшу памалли майсене хӑвӑртлатма майсем туса парассине каланă.

«Эпир сирӗнпе ӗҫе май килнӗ таран тухăҫлăрах пурнăҫлама тӑрӑшӑпӑр. Патшалӑх пулӑшӑвне илме право пур кашни ҫыннӑн социаллӑ портречӗ ҫинчен каланӑ чухне пулӑшу форми хыҫҫӑн ҫын мар, патшалӑх ҫын патне хăй пулӑшу формисемпе пытӑр», – палӑртнӑ Олег Николаев. «Пирӗн пурнӑҫа кӗрекен технологсем ҫакӑн пек трансформаци тапхӑрӗ ҫывӑхрах тесе ӗнентереҫҫӗ», – сăмаха ҫавăрнă вăл.

Чӑваш Ен Правительствинче амӑшлӑхпа ачалӑха социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Ачаллă ҫемьесене пулӑшу парасси 48  енлĕн пурнăҫланать, вĕсене валли 18 млрд тенкĕ  ытла пăхса хăварнă.  "Нумай ачаллӑ ҫемьесене пархатар.  Пиллӗк е тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене паракан пулӑшу мерисене тепӗр хут тĕплĕн сӳтсе явӑпӑр ҫак кунсенче", – тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Чӑваш Енре социаллӑ  пулăшу паракан тытăмра ултӑ пин ҫынна яхӑн ӗҫленине, вӗсем патшалӑх социаллӑ политикине тухӑҫлӑ пурнӑҫлассине тивӗҫтернине палӑртнă. Республикӑра пурӑнакансен виҫҫӗмӗш пайӗ – ветерансем, ҫула ҫитмен ачасем, сусăрсем, ӗҫсӗр юлнӑ ҫынсем. Вĕсем патне пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă министр.

Чи лайӑх ӗҫлекенсене яланхиллех патшалӑх, ведомствӑсем тата общество наградисем  парса чысланă.

 



09 июня 2021
08:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter