Вăрҫă ачисене компенсаци памалли йӗркине ҫирӗплетнӗ
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларăвĕнче паян пурӑнмалли пӳлӗмпе усă курнăшăн, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли тӑкаксен 25 процентне саплаштарма вӑрҫӑ ачисене укҫа-тенкӗ компенсацийӗ памалли йӗркене ҫирӗплетнӗ.
"Вӑрҫӑ ачисем социаллӑ тӳлев илмешкӗн хăйсем пурăнакан территорийĕнче социаллӑ хӳтлӗх пайне ыйтса ҫырупа тухма пултараҫҫĕ. Ку ĕҫе нумай функциллӗ центрсене те паспорт кăтартсан пурнăҫлама май пур", – пӗлтернӗ Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова.
Укҫа-тенкӗ компенсацийӗ парасси ҫинчен йышӑнăва 15 ӗҫ кунӗ хушшинче заявлени илнӗ хыҫҫӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗсенче тăрăшакансем тăвĕҫ.
Укҫа-тенкӗ компенсацине уйăх хушшинче кашни кварталтах пурнӑҫлӗҫ.
Суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗнине ҫирӗплетнӗ парӑм асӑннӑ тӳлеве пурнӑҫлама килӗшменни пулса тӑма пултарать.
Ҫирӗплетнӗ йӗрке кӑҫалхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет. Граждансем 2021 ҫулхи виҫҫӗмӗш квартал вӗҫленнӗ хыҫҫӑн компенсаци ыйтма пултараҫҫӗ. "Заявленисене 2021 ҫулхи юпа уйăхĕнчен йышӑнӗҫ", – пӗлтернĕ министр.
Ҫавӑн пекех Алена Елизарова гражданинӑн пӗр социаллӑ пулӑшу формине илме право пурри ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн темиҫе сӑлтавпа гражданин тивĕҫме пултарать пулсан, ҫын хăй суйласа илнĕ пĕр йышăнăвĕ тӑрӑх социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ тесе аса илтернӗ министр.
Чӑваш Ен Ӗҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, июнӗн 1-мӗшӗ тĕлне республикӑра 60 пин ытла вăрҫă ачи пурӑнать, вӗсенчен 95 процента яхӑн социаллӑ пулӑшу мерисем илекенсем шутланаҫҫӗ.
Маларах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак категорири граждансене пулӑшу памалли майсем май килнӗ таран хушӑнасса палӑртнăччĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырăвĕнче. "Вӑрҫӑ ачисен" статусне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан саккуна Олег Николаев пуҫарнипе 2020 ҫулхи ака уйăхĕнче йышӑннӑ. Вӑрҫӑ ачисене малтанхи тапхăрта укҫан мар пулӑшу памалли майсем туса хунӑ: социаллӑ учрежденисенче черетсӗр пулӑшу парасси, социаллӑ ӗҫченсене кил-ҫурта пӑхса тӑрасси, медицина организацийӗсенче черетсӗр йышӑнасси. Халĕ вара ытти ҫăмăллăхсем те пур.
Канашлура ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче пӗлӳ илесси ҫинчен" калакан саккунне тĕпе хурса ҫемьепе пӗрле вӗренекенсене пулӑшу памалли мерӑсене пурнӑҫламалли йышăнăва пăхса хăварнă. Документ ҫемьепе пӗрле вӗренмелли формӑпа шкул тулашӗнче пӗлӳ илекен, ҫавӑн пекех апатланмалли тӑкаксене компенсацилемелли йӗркене тӳлевсӗр икӗ хут апатлантарассипе тивӗҫтермелли йӗркене ҫирӗплетет.
"Ачасем ОВЗ йӗркипе килӗшӳллӗн укҫан компенсацийӗ формипе кунне 138 тенкӗ виҫепе, пилӗк кунлӑх вӗренӳ эрнинче уйӑхра вӗренӳ кунӗсен шучӗпе тӳлевсӗр икӗ хут апатланупа тивӗҫтереҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ компенсацине уйӑхсерен ашшĕ-амăшĕсене памалла пулать", – ӑнлантарнă Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫемье пӗлӗвне сывлăх енчен хавшакрах 13 ача илет.
Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ытти ыйтусен шутӗнче 2021 ҫулта тӗпрен юсама тивӗҫлӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсен переченьне тата реестрне улшӑнусем кӗртнӗ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов 2021 ҫул валли Вӑрмар район территорийӗнче вырнаҫнӑ икӗ хваттерлӗ ҫурт тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тепĕр нумай хваттерлĕ ҫурта хушма плана кӗртнине пӗлтернĕ. Унта ҫуртсен ҫивĕттисене юсĕҫ.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлехи пухӑвне тӗпе хурса кӗске тапхăрпа пурнăҫламалли планран ҫавӑн пекех Вӑрмар, Шупашкар районӗсенче тата Шупашкар хулисенче вырнаҫнӑ тӑхӑр нумай хваттерлӗ ҫурта юсассине пăрахăҫланă, мӗншӗн тесен тӗп юсас енӗпе пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене кӑҫалхи юсав шучӗпе пурнӑҫланă.
Ҫапла вара, пӗтӗмӗшле пурлӑха тӗпрен юсама кăҫал пурĕ 210 нумай хваттерлӗ ҫурта плана кĕртнĕ, вĕсен лаптăкĕ 678 пин тăваткал метр, пурĕ 30 пин ытла ҫын пурӑнать. Объектсене тирпейлеме 1,2 миллиард тенкӗ кирлĕ пулĕ.
Кӗске сроклӑ плана кĕртсе хăварнă объектсене тĕпрен юсама 2021–2023 ҫулсенче 3,5 миллиард ытла тенкӗ тăкаклама шутлаҫҫĕ. Ҫак укҫа-тенкӗпе 606 нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсама палӑртнӑ.