Олег Николаев: Ҫамрӑксене мӗнпур шайри влаҫ органӗсен ӗҫне явӑҫтармалла

Олег Николаев: Ҫамрӑксене мӗнпур шайри влаҫ органӗсен ӗҫне явӑҫтармалла

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  "Республика Атӑл ҫинче" ҫамрӑксен форумне уҫнӑ. Палăртнă мероприятине ҫамрӑксене Чӑваш Ен историйӗпе культурине тата йӑли-йӗркисене явӑҫтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Форума Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев старт  панă. Вӑл ҫамрӑксем мӗнпур шайри влаҫ органӗсен ӗҫне явӑҫмаллине палӑртнă. Республика Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Федераци Пухӑвӗн Ҫырӑвӗнче ҫамрӑк ҫынсене пулӑшма ятарлӑ уйрӑм пая пӑхса тухма хушнине аса илтернĕ тепĕр хут.

«Ҫамрӑксем паян ирттерекен ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе малашнехи пурнăҫра ӳлĕмрен усӑ курӗҫ. Паллах ӗнтӗ, ҫамрӑксен  паянхи пурнăҫ таппине хастар хутшӑнмалла.  Ку е вăл ытти йышăнăва пурнăҫа кĕртес ĕҫре ҫакнашкал ирттернĕ форумсен пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк», – тенӗ регион Ертӳҫи. «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн малашнехи ӗҫӗсем валли сирĕнтен тĕрлĕ сĕнӳсем  ҫак форум хыҫҫăн кӗтетпĕр", - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Вӑл  И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ Культура керменӗн культура мероприятийĕсен йĕркелӳҫисене, студентсене Тав ҫырӑвӗсене парса чысланă.  Ҫамрăксен пултарулӑхне аталантарма витĕм кӳнĕшĕн тата вĕсен социаллӑ пуҫарӑвӗсене пурнăҫа кĕртме пулăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Форума пухӑннисене ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынокӗпе ĕҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумĕ Николай Жуков,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров ăшшăн саламланă, тухăҫлă ĕҫлеме чĕнсе каланă.  

Ҫамрӑксен культура форумӗ «Республика Атӑл ҫинче" Шупашкарта ҫĕртме уйăхĕн 10-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртет. Вӑл республикӑра "Иртнине асра тытса, малашлӑх ҫинчен шухӑшласси" социаллӑ проект шайӗнче пӗрремӗш хут иртет. Проект "Россия – страна возможностей " АНО тата Ҫамрӑксен ӗҫӗсем енӗпе ĕҫлекен федераци агентстви грант пулӑшӑвӗпе пурнӑҫланать. Проект шайӗнче республиканаволге.рф. интернет-платформа йӗркеленӗ.

Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, форумра 500-е яхӑн ҫын хутшӑнать, 14-35 ҫулхисем (300-е яхӑн) онлайн режимĕнче ĕҫлеҫҫĕ.

Форумӑн тӗп темисем: Чӑваш Ен культурипе йӑли-йӗрки, тӑван чӗлхе историйӗ, регионӑн туризм илӗртӳлӗхӗ. Форума хутшӑнакансем республикӑри промышленноҫ предприятийӗсемпе  тата музейӗсемпе паллашĕҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене вӗренӳ программи кӗтет, унӑн шайӗнче регион пурнӑҫӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама команда проекчӗсем хатӗрлеҫҫӗ. Чи лайӑх проектсен командисене дипломсемпе чыслӗҫ.



10 июня 2021
17:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter