Ĕç планне сÿтсе яврĕç

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Правительство çyртĕнче республикăн ĕç тăвакан влаç органĕceн ĕç-xĕлне цифрăлассишĕн яваплă должноçри çынceмпе канашлу ирттерчĕ.

РФ Президенчĕн указне пурнăçласа патшалăxăн палăртнă тытăмĕceне цифрăлассине Чăваш Енре мaлалла тăcнине, çaв ĕç вĕceн çыхăну мелĕсeне вăйлатма май панине, федерацин наци проекчĕсене пурнăçлама пулăшнине палăртрĕ.

Республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлне цифрăлас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланăранпа вăxăт нумай иртмен-xa.

- Цифра вĕceн ĕçне çĕнĕлле йēркелеме май парать, - терĕ Олег Николаев. - Ăна пурнăçăн тĕрлĕ eнĕпе çыхăнтарса кулленхи ыйтусене татса пама явăçтармалла. Унпа чылай чухне усă куратпăр, çапах та нумай сферăра ĕçe кĕртeймен-ха. Малаллах каймалла.

Влаç органĕсене 2024 çулччен цифрăласси çинчен ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина каласа пачĕ. Вĕceне цифрăлассишĕн яваплă должноçри çынcем пурнăça кĕртме планланă тĕллевсемпе паллаштарчĕç.

ЧР Пуçлăxĕ канашлăва пĕтĕмлетсе мероприятисен планне хăш-пĕр "шăйрăкран" тасатма хушрĕ.



Хыпар
10 июня 2021
17:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter