Техникăна тимлĕх кирлĕ

Республикăра, пĕрлех районта та июнĕн 10-25-мĕшĕсенче "Частник" тата "Аттракцион" профилактика рейдне ирттерме палăртнă. Çак тапхăрта хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти техникăна ятарлă комиссипе - ял тăрăх администрацийĕсен специалисчĕсемпе, çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсемпе пĕрле - тĕрĕслеççĕ. Вĕсем руль умне ларма тивĕçлĕ документсем пуррине, çул çỹрев хăрушсăрлăхне пăхăннине, тавралăха вараламаннине тата ыттине те пăхаççĕ. Аттракционсенче усă куракан техникăна та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Вĕсем юсавлă пулмалла, ачасен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăлармалла мар, усă курма ирĕк паракан хутсем кирлĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ, ЧР Патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ.

Авангард



10 июня 2021
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter