«Чӑваш ен. "Трансформаци»: Шупашкарти экономика форумне регистраци уҫӑлнӑ
Ҫĕртме уйăхĕн 21-24-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикин тĕп хулинче Экономика форумĕ иртет. Мероприятисене онлайн тата оффлайн-форматсемпе йĕркелĕҫ. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансен http://forum.cap.ru. сайтра регистрациленмелле. Паллă пулăма тӳрĕ эфирта халăха кăтартса пыма плана кĕртнĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсен аккредидациленмелле. Вăл тапхăра ҫĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕччен тесе йышăннă.
«Чувашия. Трансформация» форумăн планĕнче виҫĕ тĕп тема пулать. Ҫынсен валли технологи, бизнеса аталанса пымалли пысăк технологисем, аталанусен ҫул-йĕрĕсем тата ытти те.
Шупашкарти экономика форумĕнче «Промсвязьбанк» ПАО председателĕ Петр Фрадков, Перекет банкĕн вице-президенчĕ Анатолий Попов, Cognitive Technologies компанийĕн ушкăнĕн президенчĕ Ольга Ускова, «Крибрум» компанийĕн президенчĕ, РФ Президенчĕ ҫумĕнчи ҫынсен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен канашăн пайташĕ Игорь Ашмарин, «Цифра экономики» АНО регионти политикăн директорĕ Александр Зорин тата ытти официаллă хăнасем пулĕҫ.
Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче форумăн Пленар канашлăвĕ пулать. Ăна «Шупашкар–Арена» Пăр керменĕнче йĕркелеме пăхса хăварнă.
Цифра технологийĕсене аталантарассипе Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри. Сывлăх сыхлавĕнчи пысăк технологийĕсем пирки, цифра аталанăвĕ ҫинчен те форумра уҫă калаҫусем пулĕҫ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Ене креативлă аталантарма витĕм кӳресси. Ку темăпа ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕннче тĕплĕ калаҫу пулĕ.
Палăртса хăваратпăр, «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче наци апачĕ ятарлă фестиваль иртĕ. Пĕр сăмахпа каласан, форумăн планĕ анлă, регионсенчен килсе ҫитнĕ хăнасем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашĕҫ, пысăк технологиллĕ хатĕрсене курса ĕненĕҫ, таварсен пахалăх шайне хаклĕҫ. Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен пулакан мĕнпур мероприятисем халăхшăн кăсăклă пуласса шанса тăратпăр.