Олег Николаев: "Иннопром" пĕтĕм тӗнчери промышленноҫ куравӗнче СПИК 2.0 алă пусса ҫирĕплетĕпĕр

Олег Николаев: "Иннопром"  пĕтĕм тӗнчери промышленноҫ куравӗнче СПИК 2.0 алă пусса ҫирĕплетĕпĕр

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗпе Игорь Комаровпа уҫă калаҫу ирттернĕ. Олег Николаев  республикӑн пиллĕк уйăхри социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен доклад тунă. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗпе Игорь Комаровпа сăмахланă май, (СПИК 2.0) ятарлӑ инвестици контрактне 2021 ҫулта утă уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирĕплетессе хыпарланă.

"Раҫҫей  Федерацийĕн Суту-илӳпе промышленноҫ министерстви Чӑваш Енӗн  тата «Атăлҫи комабайнсен завочĕ» предприятийĕн  заявкисене йышăннине палăртнă. Предприяти  "Трактор завочӗсем" концернăн хушма организацийĕ шутланать.  Ҫав контрактпа килĕшӳллĕн, республика территорийӗнче пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ ял хуҫалӑх тракторӗсен производствине хута яма плана кĕртнĕ. Асӑннӑ контракта эпир кӑҫал  утă уйăхĕн пуҫламӑшӗнче Екатеринбург хулинче "Иннопром" пӗтӗм тӗнчери промышленноҫ куравӗнче  аллă пусма палăртнă», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Олег Николаев проекта 2031 ҫулччен пурнӑҫа кĕртме плана кĕртнине пĕлтернĕ. Унӑн хакӗ 2 миллиард тенкĕ  ытла пулĕ.  Ҫулталӑкра 8 пин патнелле трактор тирпейлесе кăларĕҫ,  специалистсем валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем пулĕҫ, вĕсен шучĕ  500-тен пуҫласа 700 яхӑн  пуласси те куҫкĕретех.

"СПИК 2.0 пурнӑҫлани пире республикӑра инвестици процесӗсене ӳстерме тата производствӑна ертсе пыракансене аталантарма май парать", - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Ҫавӑн пекех ӗҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаровпа  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑҫалхи пиллӗк уйӑх хушшинчи Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки ыйтăва тарăн тишкернĕ.



11 июня 2021
13:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter