Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров Чӑваш Енри инклюзив вӗренӳ тытӑмӗпе паллашнă

Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров Чӑваш Енри инклюзив вӗренӳ тытӑмӗпе паллашнă

Паян,  Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле муниципалитетӑн  «Çăлтăрсен пуххи» 7 №- лӗ  ача пахчинче пулнă.

2019 ҫулта учреждени Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх инклюзив шкулĕ 2019" конкурсра мала тухса ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫлĕ пулнă.  Ача садĕнче уйрӑмах пӗчӗккисене аталантарма кирлӗ  пек тĕрлĕ майсем йӗркеленӗ. Ачасемпе профессионаллă педагог-психологсем, дефектологсем, логопедсем ӗҫлеҫҫӗ. Кашни ача валли  аталану планне туса хатӗрлеҫҫĕ.

Сывлӑх енчен кăштах хавшакрах ачасем тантӑшсемпе тӗрлӗ кружоксемпе секцисене пӗр тан ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ача садӗнче кĕвĕ, физкультура залӗсем пур, вӗсене аталантаракан оборудованипе пуянлатнӑ, ҫав шутра  инклюзив ушкӑнӗсенчи ачасем валли лекотека, легостуди, театр студийӗ, 3D-кинотеатр тата ытти те пур. Хăнасем ача садĕнчи онлайн-видеосăнавăн тытăмĕн ĕçĕпе, бассейнра сусăр ачасене ишме хăнăхтарассине епле йĕркеленипе паллашнă. Методика кабинетĕнче, легостудире, физкультура залĕнче пулса курнă. Даун синдромĕллĕ, ытти сусăр ачана аталанма епле пулăшнипе кăсăкланнă.

Ача сачӗн заведующийӗ Наталия Спиридонова халӗ учреждение 853 ача ҫӳренине, ҫав шутра 47 ача сывлăх енчен кăштах айвантараххисем тесе пĕлтернĕ. Инвалид-ачасене аталанма ку садикре ятарлă условисем тунă. Ачасем валли лекотека, инклюзив ушкăнĕ, «7я» консультаци центрĕ, логопункт йĕркеленĕ.

Ача садӗнче ашшӗ-амӑшӗсем  валли консультаци центрӗ ӗҫлет. Шкулчченхи вӗренӳ, логопедсем, психологсем, дефектологсем ятарлă уроксем ирттереҫҫĕ. Центр хальхи техникӑпа, ҫав шутра дистанци пулӑшӑвне паракан программӑпа пуян. Уйӑхра центрти педагогсем 50 пине яхӑн ҫыру илеҫҫĕ. Кашни уйӑхра вӗсем 850 яхӑн  тĕрлĕ пулӑшу параҫҫĕ, ҫитменнине тата Шупашкар хулинче пурӑнакансене кӑна мар, республикӑри ытти муниципалитет пӗрлӗхӗсенче пурӑнакансене те паха сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ. Пулӑшу ĕҫĕсене федераци гранчӗн шайӗнче тӳлевсӗр пурнăҫлаҫҫĕ.

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен  хавшакрах ачасен условийĕсемпе паллашнă май,  Игорь Комаров тата Олег Николаев  ачасен амăшĕсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, малашлӑхри тĕллевсем пирки канашланă, вĕрентӳ условийĕсем ҫинчен чарăнса тăнă.  

 



11 июня 2021
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter