Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне ҫитсе курнă
Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне ҫитсе курнă.
Ку сиплев учрежденине "Сывлӑх" приоритетлӑ наци проекчӗпе килĕшӳллĕн туса лартнӑ. Центр ҫӗршывра травматологи тата ортопеди профильӗнче чи ăнăҫлă ĕҫлесе малта пыраканни.
Центрта ҫынсене травматологипе ортопеди, нейрохирурги, медицина диагностикипе тата ытти пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.
Паян ку центрта пысӑк ӑсталӑхлӑ медицина пулӑшӑвне ҫӗршыври нумай регионтан пациентсем илеҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ – Атăлҫи федераци тăрăхĕнче пурӑнакансем. Пысӑк пĕлӳллĕ паха врачсем ҫулсерен сакӑр пине яхӑн операци тăваҫҫĕ.
Центрӑн тӗп врачӗ Николай Николаев хăнасене сиплев учрежденийӗн ҫӗнӗ технологийĕсемпе паллаштарнă, чаплă условисем пирки каласа кăтартнă.
Игорь Комаров поликлиникӑн цифра контурӗпе кӑсӑкланнă. Электронлӑ медицина картти тытӑмӗ пациентпа ҫыхӑннӑ даннӑйсен пӗтӗм базине цифрӑпа ҫыхӑнтарать тата центр – регистратурӑран пуҫласа врач кабинечӗ таран – кирек хӑш вырӑнта та усӑ курма май парать. Асӑннӑ даннӑйсене пациентӑн кайранхи визичӗсем валли ҫирӗплетеҫҫӗ, вӗсем тӗрӗс тата сыхланса юласса шантараҫҫӗ. Медиалог цифра мелĕпе кашни пациент пирки хыпарсене, ҫитменнине тата кирлӗ форматсенче: видео, текст, графика тытăмĕнче упрама май пур.
"Халӗ амбулатори мелĕпе сипленекенсем валли "Браслет " тытăмне хута яратпăр. Пациент кабинетсене кĕрсе тухнă чухне штрих-код сканерласси пулса иртет, туххăмрах вĕсене информаци тытӑмне кӗртеҫҫӗ", – каласа панă Николай Николаев.
Игорь Комаров федераци пулӑшӑвӗпе пурнӑҫлакан реабилитаци центрӗн ҫӗнӗ корпусне мӗнле тунине курса хакланă.
3,6 пин тăваткал метр чухлĕ лаптăк йышăнакан тӑватӑ хутлӑ корпуса кӑҫал ҫулталăк вĕҫĕнче пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ. Ҫӗнӗ ҫуртра медицина пулӑшӑвӗ памалли майсем анлӑланĕҫ. Унсӑр пуҫне ют ҫӗршыври пациентсемшӗн хăна ҫурчĕ те пулĕ. Ӑна та кӑҫал хута яма палӑртнӑ.
Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме вăй-хал суннă.
Сиплев учрежденийĕн çитĕнĕвĕ хальхи вăхăтри оборудованипе тулăххипе кăна мар, центра ăнăçлă ертсе пынипе, ĕç коллективĕн професси шайĕ пысăккипе, унăн пĕр шухăшлăхĕпе яваплăхĕпе тӳрремĕнех çыхăннине палăртнă сумлă хăна. Вăл хальхи вăхăтри медицина технологийĕсене куллен пурнăçа кĕртекен сывлăх сыхлавĕн учрежденине тата самана таппипе тан пырассишĕн пĕлĕве ялан туптакан тухтăрсене тав тунă.
"Маттурсем, ĕҫлеме пĕлетĕр. Кунта тухтӑрсемпе пациентсем валли те условисем чаплă. Эсир мĕнпур ĕҫе ҫӳллĕ шайра пурнăҫлатăр", – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вӑл.