Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин хаклă çыннисем!

Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 Эпир мăнаçлă историллĕ тата пуян культурăллă, тĕрлĕ наци тата тĕн çыннисене  патриотизм тата Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерсе тăракан патшалăхра пурăннипе мăнаçланатпăр.

Тăван çĕршыва юратни пирĕн пĕрлехи тухăçлă ĕçре, çитĕнекен ăрушăн тăрăшнинче, республикăна тата лайăхрах аталантарас тенинче палăрса тăрать. Чăваш Енре пурăнакансем ĕçченлĕхпе, пĕрлешсе çитĕнӳсем тума пултарнипе уйрăлса тăраççĕ. Çакă пире малалла çирĕппĕн утма тата çĕнĕ çитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарать.

Раççее тата тăван республикăна юратни пире малашне те вăй парса тăтăр. Уяв ячĕпе, хаклă туссем, Раççей кунĕпе!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                       Олег Николаев



12 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter