Тăвайсен Акатуйĕ те кĕр кĕрлерĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Тăвай районĕнчи Акатуя хутшăннă май ял хуçалăхпа ытти тытăмра ырми-канми ĕçлекенсене чысларĕ.

Олег Алексеевичпа пĕрле Тăвайсене саламлама ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, РФ Патшалăх Думин финанс ыйтăвĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров çитнĕ.

Тăвай районĕн администрацийĕн Пуçлăхĕ Владимир Михайлов çур аки ĕçне пĕтĕмлетнĕ май 11 пин ытла гектар çĕр çинче тĕрлĕ культура акнине палăртрĕ. Тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсен йышĕнче - "Дружба" ял хуçалăх, "Акконд-агро фирма" АО, уйрăм фермер хуçалăхĕсем.

Олег Алексеевич ял тăрăхĕсен кил картишĕсене кĕрсе курчĕ, шкул ачисен роботехникăри, ăcлăлăх ĕçĕнчи, пултарулăхри çитĕнĕвĕсемпе паллашрĕ.

Акатуя килнисем Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концертне, Шупашкарти аэроклуб парашютисчĕсем хатĕрленĕ представление курса савăнчĕç.

www.hypar.ru



Хыпар
12 июня 2021
18:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter