Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пир-авӑр тата çăмăл промышленноç ӗçченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Пир-авӑр тата çăмăл промышленноç ӗçченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатăп!

Эсир тӗрлӗ йышши тавар туса кăларатăр, вӗсемпе паянхи кун эпир куллен усă куратпăр. Халăх мӗн ыйтассине маларах туйса çӗнӗ йышши продукци кăларассине çийӗнчех йӗркелетӗр, таварсен пахалăхне лайăхлатсах пыратăр. Çавăнпах эсир кăларакан продукцие çынсем кăмăллаççӗ. Чăваш Республикин çăмăл промышленноçӗн сулмаклăн аталанма май çителӗклех, çав шутра – таварăн пысăк пайне ют çӗршывсене ăсатса та.

Сире профессие парăннăшăн, мал ӗмӗтлӗ пулнăшăн, ăсталăха ӳстерсех пынăшăн тав тăватăп. Шăпах çак пахалăхсем продукцие республика тулашне яма май параççӗ. Ӗçре ăнăçу, çирӗп сывлăх тата ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ                      Олег Николаев



13 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter