Олег Николаев: «Чи кирли - укҫа-тенке тăкакласси анчах мар, нацпроектсене пурнӑҫласси, ҫынсене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесси»

Олег Николаев: «Чи кирли - укҫа-тенке тăкакласси  анчах мар, нацпроектсене пурнӑҫласси,  ҫынсене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесси»

Паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăна республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăҫалхи ҫулшăн кăрлач-ҫу уйăхĕнчи малтанласа палăртнă ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ.

Регион ертӳҫи  республика хыснине йӗркеленӗ чухне тепӗр ҫул пурнӑҫламалли ӗҫсене тишкерсе хак памалла тата нормативлӑ документсене туса хатӗрлес, ҫирӗплетес ӗҫе вӑраха ямалла мар тесе палӑртнӑ.

"Тепӗр  ҫул валли  бюджет процесӗ  йĕркеленесси пуҫланать. Халӗ тӗплӗн шухӑшласа, пурне те  тишкерсе тухмалла.  Ҫулталăк  пуҫламăшĕнче чăрмавсем пулмалла мар. Виҫӗ ҫулхи тапхӑрти бюджетра мӗн палӑртса хунине пурне те пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла", - тенĕ вӑл.  «Чи кирли – укҫа-тенкӗпе  пĕлсе тухăҫлă усă курасси. Чи малтан пирӗн ҫакна лайăх ăнланмалла", –  тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Олег Николаев  Финанс министерствине проектсене пурнӑҫламалли тивĕҫлĕ тапхăрсене валли нормативлӑ актсене   ҫирĕп йышăнса хăвармаллине тепĕр хут  асăнса хăварнă.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов  2021 ҫулхи  ҫӳлерех асăннă тапхăрти тĕп кăтартусем пирки чарăнса тăнă, кăрлач-ҫу уйăхĕсенчи ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, танлаштару ĕҫне тунă.  

"Асăннă тапхăрта промышленноҫ, ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшӗсем ӳсни сисĕнет, пурӑнмалли ҫурт-йӗре хута яни, вак суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, тулашри суту-илӳ, ӗҫ укҫи шайне ӳстерни, ӗҫсӗрлӗх шайне чакарнипе палăрать", - палӑртнă вице-премьер.

Промышленноҫ производствин индексӗ 2021 ҫулхи январь-май уйӑхӗнче малтанхи кӑтартусем тӑрӑх 102,7% танлашнӑ, ҫав шутра туса илекен производствӑсем енӗпе – 102%. Ял хуҫалӑх таварĕсен производствин индексӗ пӗтӗм категорири хуҫалӑхсенче 4,4%, вак суту-илӗвӗн пӗтӗмӗшле ҫаврӑнӑшӗ 12,8% ӳснӗ, 75,9 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Халӑха тӳлекен пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗ 24,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ,  ӳсĕм 11,3%.

Регион бюджетне пурнӑҫлани те пӗлтӗрхи шайра.

Чӑваш Республикин финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумĕ Ольга Метелева пӗлтернӗ тӑрӑх,  республика бюджечĕ 29,8 миллиард тенкӗпе танлашнă, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 18,4 процент чухлӗ ӳсӗмпе палăрать. Харпăр хăй тупӑшӗсем 13,6 миллиард тенкӗ, ӳсӗм 16,5% танлашнӑ.

Налук регионти хыснана 13 миллиард  пухăннă, 2020 ҫулхи асăннă тапхăрпа танлаштарсан 15,3% чухлӗ ӳснӗ.

Чӑваш Республикин патшалӑх парăмĕ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 518,9 миллион тенкӗ чакнӑ,  ҫĕртме уйăхĕн 1-мӗшӗ тĕлне  8,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫавӑн пекех муниципалитетсене уйăрса панă укҫа-тенке палӑртма хушнă, анчах вӗсемпе вӑхӑтра усӑ курмаҫҫӗ, патшалӑх политикин ытти ҫивӗч ҫул-йӗрӗсене те тишкерме хушнă.

"Ӗҫлеме килĕшмен ҫынсене тархасласах ĕҫлеттермĕпĕр", - палӑртнă регион Ертӳҫи. "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси», шывпа тивӗҫтермелли объектсем туса хатӗрлесси"  федераци шайĕнчи проектсем пирки те сăмах пуҫарнă Ертӳҫĕ. Профиль министерствисене лару-тăрăва утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен уҫăмлатма хушнă. Паян канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



15 июня 2021
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter