Олег Николаев: эпир сире тавтапуҫ калама ывӑнмастпӑр!
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫывхарса килекен медицина ĕҫченĕсен уявĕ умĕн кăшăл вирус чирĕпе кĕрешекенсене, чи йывăр вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерекенсене халалланă мероприятине хутшăннă. Республика Пуҫлăхĕ тухтăрсене кирек-епле йывăрлăхсене те парăнтарса малаллах ăнтăлма вăй-хал, ҫирĕп сывлăх суннă. "Тавтапуҫ сире, тӑван тухтӑрсем!" ыркăмăллăх акцине тĕпе хурса пултарулăх каҫĕ иртнĕ. Вырăс драма театрĕнче Марк Камолетти пьеси тăрăх лартнă «Ужин по-французски» спектакль сиплекенсемшĕн чăн-чăн ырă самант вырăнне пулнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев медицинăра тăрăшакансене чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă, хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн, ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăварассишĕн яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтанă. «Эпир сире кулленех тав сăмахĕсем калăпăр. Кунран-кун тухтăрсем халăхшăн пархатарлă ĕҫ пурнăҫлаҫҫĕ. Хăйсене шеллемесĕр, кунне-ҫĕрне пăхмасăр чирлисене сиплеҫҫĕ», - тенĕ Пуҫлăх хăйĕн сăмахĕнче.
«Пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, кирек-епле йывăрлăха та ҫĕнтерме, палăртнă тĕллевсене пурнăҫлама пулать», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
«Пĕлтĕр «Пĕрле» ятлă фонд пуҫарса янă. Вăл кăшăл вируспа кĕрешес ĕҫе витĕм кӳрет. Пĕр юхăма пысăк предприятисемпе организацисем, халăх хутшăнма кăмăл тунă. Кăҫал та ҫак ырă пуҫарăва малалла тăсас тесе Ниме чăвашсен йăли-йĕркипе пĕрле пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме тĕллев лартнă», - тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ.
Паллă пулăмра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене наградăсем парса чысланă.
«Пĕрле» Чăваш Республикин аталану фондне республика Правительстви тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ обществăлла организаци пуҫарса янă. Ăна медицина ĕҫченĕсене халалланă. Фонд ĕҫне Чăваш Енри культура учрежденийĕсенче тăрăшакансем хастар хутшăнаҫҫҫĕ.