Олег Николаев республикӑри икӗ районта пурӑнакансене Раҫҫей тата Акатуй кунӗпе саламланă

Олег Николаев республикӑри икӗ районта пурӑнакансене Раҫҫей тата Акатуй кунӗпе саламланă

Ҫĕртме уйăхĕн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай тата Тӑвай районӗсенче пурӑнакансене Раҫҫей, "Акатуй" ĕҫпе юрă тата спорт уявĕсемпе саламланă.

"Акатуй» уявĕ чӑваш йӑли-йӗркипе иртет. Вӑл мероприятине  ҫураки ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн палăртаҫҫĕ, пулас тырпул лайӑх пултӑр, савӑнтартӑр тесе ҫапла тăваҫҫĕ. Ҫак уява ирттерме тата йӑла-йӗркене пӑхӑнма пире мӑн асаттесен халалӗсемпе пехилĕсем пулӑшаҫҫӗ. Ҫак халалсене пирӗн пурнӑҫа кӗртмелле тесе шутлатӑп", - палӑртнă Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑхне малалла аталантарма, тупӑшсене ӳстерме таварсене тарӑн тирпейлемелли тата ӑна ытти региона илсе ҫитерме тăрăшмаллине каланă. Ҫавӑн пекех вӑл ялти пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерсе пымаллине те, хуларан нимӗнпе те кая юлмалла маррине палăртнă. Ҫак тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн республика Правительстви те тимлĕ ӗҫленине асăннă вăл.

"Эпир паян Раҫҫей кунне уявлатпӑр. Наци, тӗн вӗрентӗвӗ, тĕрлĕ халăх пĕр чăмăра пухăнса эпир пӗрле савӑнатпӑр, хамӑрӑн аслӑ ҫӗршыв историйӗпе мухтанатпӑр, пуласлӑх валли плансем тӑватпӑр. Пирӗн хамӑрӑн ăс-хакăл тĕнчине упрамалла, вӑй-хала ӗненмелле, ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртмелле малалла ҫирӗппӗн утмалла. Ҫапла, чӑвашсен "нимпе" йӑли-йӗркине тытса пынипе тата пӗрле ӗҫленипе эпир хамӑр лартнӑ тӗллевсене вӑйлӑрах та хӑвӑртрах пурнӑҫлӑпӑр", - тенĕ регион Ертӳҫи.

Акатуй чăваш халăхĕн ĕлĕкрен пыракан ырă та чаплă уявĕ. Ана халĕ те чыслă ирттерни - чăваш çынни хăйĕн тăван çĕрне юратнине, тăван халăхне хисепленине, мăн асаттесен сăваплă йăли-йĕркине çирĕп тытса пынине, хамăра тăрантаракан пархатарлă çĕр-аннемĕре хисепленине пĕлтерет. Çавăнпа та çак илемлĕ уява паянхи кун та мăнаçлăн ирттерме тăрăшаççĕ. Кӑҫал республикӑри чылай район  мероприятине Раҫҫей кунӗпе пӗрлештерме йышӑну тунă. Ҫавӑнпа та концерт программисем Раҫҫей Федерацийӗн Гимнне пӗрле  юрлассипе пуянланнă. Унпа пĕр танах  уявсенче "Алран кайми аки-сухи" ҫӗр ӗҫченӗсен чӑваш Гимнӗ те янӑранӑ. Сцена ҫинче ҫак кун чи лайӑх ӗҫченсемпе малта пыракансене ҫеҫ мар, вӗренӳре, спортра тата общество ӗҫ-хӗлӗнче палӑрнӑ вӗренекенсене те чысланă. Раҫҫей кунӗнче йӑлана кĕнĕ тăрăх 14 ҫул тултарнӑ ҫамрӑк яш-кĕрĕме паспорт парса хавхалантарнă.

Хӗрлӗ Чутайра уяв программи Ҫӗнтерӳ тӳремĕнче хаваслăн кĕрленĕ. Кунта ял поселенийӗсен халӑх пултарулӑхӗн ӑстисен  паха таварĕсене вырнаҫтарнă тата суту-илӳ куравĕсем хатĕрлесе тăратнă. Сумлӑ хӑнасене культура ĕҫченĕсем, вырăнти пуҫлăхсем ҫăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ.

"Аль" спорт комплексӗн стадионӗнче Тӑвай ялӗнче хӑнасем валли ял хуҫалӑх техникисенчен курав хатĕрленĕ. Кунта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художник Геннадий Васильевич Козловӑн, вӗренекенсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе, вырӑнти вӗренӳ учрежденийӗсен центрсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма май пулнӑ. Шупашкар аэроклубӗнчи парашютистсем халăха хăйсен пултарулăхне кăтартса панă.

Ҫураки ӗҫӗсене халалланӑ уявсем вăл канмалли кунсенче ытти районсенче те ирттернĕ. Тӗслӗхрен, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк, Куславкка, Каҫал ен, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче уявсем хаваслăн янăранă. Ҫĕртме уйăхĕн 13-мӗшӗнче, чаплӑ мероприятисем Улатӑр, Патӑрьел тата Пӑрачкав районӗсенче пулнă.

Шупашкар районӗнче паллă уява ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ирттерме плана кĕртнĕ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче Акатуй уявне  Республика кунӗнче ирттерме йышăннă. Ҫӗрпӳ районӗ вара йӑлана кĕнĕ тăрăх утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче  паллă уява палӑртĕ.

Фоторепортаж 1 

Фоторепортаж 2 



15 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter