Чӑваш Енре отрасльсен цифра трансформацийӗн стратегине сӳтсе явнӑ

Чӑваш Енре отрасльсен цифра трансформацийӗн стратегине сӳтсе явнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительствин ҫуртӗнче  ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем регионăн цифра трансформацийӗн стратегине презентацилес ĕҫе хутшăннă, кашни отрасль валли хатĕрленĕ ĕҫ планĕпе паллашнă.

Чӑваш Республики лайăх ĕҫленине пула цифра трансформацийӗн стратегине туса хатӗрлес енӗпе 5 регионпа пӗрле пилот проекта кĕнĕ.  Республикăра кашни отрасль тенӗ пекех цифра ҫине куҫĕ,  маларах палăртнă ултӑ  тытăм вырӑнне 15 енлӗ стратегие туса хатӗрленĕ.

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указӗпе килӗшӳллӗн цифра трансформацийӗ енӗпе тӑвакан ӗҫ Чӑваш Енри ӗҫ-хӗлӗн хальхи йĕркине паянхи пурнăҫпа тӳр килекен технологисемпе тӗпрен улӑштарма май парассине палӑртнă республика Пуҫлăхĕ.

"Цифра технологийĕ аталанса пыни наци проекчӗсене пурнӑҫлас ӗҫсен тухӑҫлӑхне ӳстерме нумай пулӑшать. Ҫавӑнпа цифра инструменчĕсемпе, сервиссесемпе май килнӗ таран анлӑ усӑ курмалла, вӗсене пӗтӗм сферăра ӗҫе кӗртмелле. Пирӗн хатĕр сервиссене  кăна аталантармалла мар, ытти енсене те вăя кĕртме тăрăшмалла. Цифра трансформацийӗн стратегине ҫирӗплетессе кӗтмесӗрех, эпир унăн чылай элеменчĕсемпе усă куратпăр та. Ҫапах та  пуласлăх валли стратегие ҫирӗплетмелле, унпа тĕллевлĕн усă курма тăрăшмалла", - тесе палăртса каланă Олег Николаев.

Регион Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех Шупашкарти экономика форумне Чӑваш Енре цифра трансформацине халалланине каланă.  Аса илтеретпĕр, паллă пулăм Республика кунĕнче иртет.

"Республика кунне паллӑ тунӑ тапхăрта цифра трансформацийĕ пирки  анлă канашлусем иртĕҫ. Экспертсем чылай пухăнĕҫ. Республика стратегине пурнӑҫламалли майсем ҫине компетентлӑ пӑхни питӗ усӑллӑ тата кирлӗ чухне тӳрлетӳсем кӗртме те май пулĕ", - палӑртнă Олег Николаев.

Цифра трансформацийӗн стратегине хатĕрлес ĕҫе  республикӑра 2021 ҫулта пуш уйӑхӗнче тытăннă. Федераци сĕнӳсем парасса кĕтмесĕрех ертӳҫĕсем хапăл тусах ĕҫе хастар кӳлĕннĕ.  

"Стратеги цифра платформисене, патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене, граждансем валли порталлӑ технологисемпе, мобильлӗ приложенисемпе тата кадр ыйтӑвӗсемпе организацисен саманчӗсене туса хурас ыйтусене тивĕҫтерĕ", - палӑртнă Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина. Вӑл регионăн цифра трансформацийӗн стратегийĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, ҫитес 3 ҫул валли плана кĕртнĕ мероприятисемпе паллаштарнă.

Патшалӑх управленине цифра ҫине куҫарни - Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине, Экономика министерствине, Юстици службине, Минцифрӑна тата Тӗрӗслевпе шутлав палатине витĕм кӳрет. Кунта, уйрӑммӑн илсен, халӑх пурӑнакан вырӑнсен ҫыхӑнӑвне, тӗрӗслевпе асӑрхав ӗҫ-хӗлӗн цифра трансформацийӗ, патшалӑхпа тата ытти ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе пӗрлехи колл-центр базинче туса хурассине тивӗҫтерме палӑртнӑ.

Чӑваш Енри цифра ĕҫне шалти тата тулашри ҫине уйӑрма пулать. Шалти ӗҫ тухăҫлăха ӳстерме шантарать, вӑхӑта кӗскетме тата ыттине те  витĕм кӳрĕ. Тулашри  цифровизаци ҫынсемпе тӳрремӗнех ҫыхăннă. Апла пулсан, ҫĕнĕлĕх тата та лайăхрах ĕҫе йĕркелесе пурнăҫлама шантарать.   

Ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра пурӑнакансен регион цифра трансформацийӗ енӗпе пуҫарӑва хаклама, кӑмӑла кайнӑ ҫул-йӗршӗн сасӑлама тата хӑйӗн сӗнӗвӗсене калама май пулӗ. 



16 июня 2021
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter