13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ

Чӑваш Енри 13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Вӗсенчен 9-шӗ окоп чавнӑ, 4-шӗ ҫак ӗҫ паттӑрлӑхне упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑ.

Медале информполитика министрӗ пулнӑ Валентина Андреева /халӗ «Регнум» информагентство шеф-редакторӗ/, Раҫҫей историкӗ Модест Колеров /«Регнум» тӗп редакторӗ/, Василий Цыфаркин /Вӑрмар/, Иван Криков /Вӑрмар районӗ, Энӗшпуҫ/ тивӗҫнӗ.

Иван Криков Энӗшпуҫри ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, Василий Цыфаркин Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи шутланать.



Чăваш халăх сайчĕ
17 июня 2021
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter