Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ федерацин Атăлҫи округĕнчи регионӗсенче экологи хӑрушсӑрлӑхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явас тĕлĕшпе ирттернĕ канашлӑва хутшӑннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ федерацин Атăлҫи округĕнчи регионӗсенче экологи хӑрушсӑрлӑхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явас тĕлĕшпе  ирттернĕ канашлӑва хутшӑннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Самарăра Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн Секретарӗн тухса ҫӳрекен канашлӑвне хутшӑннӑ.

Округри регионсенче экологи ыйтӑвӗсене тата тивӗҫлӗ наци проектне пурнӑҫланине ларура тарăн пăхса тухнă.  Тавралӑха сиен кӳрекен пайсем пирки те чарăнса тăнă,  сывлӑша  тасатас,  шыва,  тӑпрана упрасси, каяшсене тирпейлес ыйтусем те кун йĕркинче  ҫивĕч тăнă.

"Экологи теми питӗ  пĕлтерĕшлĕ.  Эпир мĕнле сывлăшпа сывланинчен пирĕн сывлăх епле пуласси пĕтĕмпех килетРФ Президенчĕ ăнсăртран мар, пире пурнăҫ условийĕн шайне кулленех лайăхлатса пымаллине  асăрхаттарать, пахалăх ҫине тимлĕх уйăрма хушать», – тенĕ ертӳҫĕсем.   

«Палăртма кăмăллă, Чăваш Республики экологи енчен таса регион шутĕнче.  Ку шăпах та, пурсăмăра та хавхалантарать», – каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

 Регион Ертӳҫи "Экологи" наци проекчӗпе  пур енлĕн те республикăра  пысăк ĕҫсем пурнăҫласа пынине асăннă.  "Атӑла сыватасси " проект шайӗнче  Чӑваш Енре 2021 ҫулта федераци бюджетӗнчен субсидисене 627 млн ытла тенкӗпе явӑҫтарса пиллӗк объект тума (юсаса ҫӗнетме) палӑртнӑ. Тӗп тӗллев – 2024 ҫул вӗҫнелле Атӑла каякан тап-таса мар шывсен тӳпине виҫӗ хут кӗскетесси. Ҫав хушӑрах Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республика  паха шывпа халăха тивĕҫтересси, кăтартăва 100 процент патне ҫитересси ыйту та ҫивĕч тăнине палăртнă.

Олег Николаев ҫакна та палăртнă: хальхи вӑхӑтра гидротехника сооруженийӗсем пĕлтерĕшлĕ, вĕсем ҫине те тимлĕх уйăрмаллине асăннă вăл.

"Халӗ эпир эрозине хирĕҫ кĕрешессипе тимлĕ ĕҫлетпĕр.  Юлашки 30 ҫул хушшинче ҫак ыйтăва пачах та тимлĕх уйăрман тесен те йăнăш мар. Гидротехника сооруженийӗсем, пӗтӗм республикипе пилӗкҫӗр ытла вĕсем. Хальхи вăхăтра вĕсем питĕ начар, юрăхсăра тухса пынă тесен те юрать.  Вĕсене модернизацилес тĕлĕшпе  ятарлă программа йышăнма палăртнă. Кӑҫал эпир ҫав мӗнпур сооружение туллин ревизи турӑмӑр, вӗсене модернизацилес тата ҫӗнӗ технологисене шута илсе нормативлӑ программӑна туса хатӗрлетпӗр", -  тесе каланă сăмаха ҫавăрса Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене упраса хăварас, эрозине хирĕҫ кĕрешес тĕлĕшпе  ятарлӑ комплекслӑ программа туса хатӗрлеме иртнĕ ытлари кун, ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ канашлура хушу панă.  

Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк  министерстви ревизи ĕҫне туса ирттернĕ. Чăваш Енре пĕтĕмпе 554 гидротехника сооруженийĕ, вĕсенчен 150-шĕ муниципалитетсен харпăрлăхĕ ҫинче, 55-шĕ хуҫасăр шутланаҫҫĕ тесе палăртнă вĕсем.  Вĕсенчен 80 процентне юлашки 30 ҫул хушшинче пачах та юсаман теҫҫĕ специалистсем.  

 "Юлашки вăхăтра федераци Правительствин площадкинче ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене  упраса хăварас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ.  Хушма укҫа-тенкӗ куҫассине те ĕненетпĕр»,  – палăртнă Олег Николаев.  «Пирӗн  ятарлă программӑсем валли ҫум программӑсем пур. Ҫавӑнпа та ҫак программӑсене туллин хаклама тата унта улшӑнусем кӗртес ӗҫе йӗркелеме ыйтатӑп. Апла май ҫук пулсан – ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене упраса хăварас тĕлĕшпе  ятарлӑ программине туса хатӗрлӗр тата гидротехника сооруженийӗсене тĕпрен ҫĕнетсе пырасси пирки те кулленех ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслеве илмелле", – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи гидротехника сооруженийӗсене тӗпрен юсама проектпа смета докуменчӗсене туса хатӗрлеме укҫа-тенкӗ уйӑрма кӗске вӑхӑтрах хушнă.

 Раҫҫей Хӑрушсӑрлӑх канашӗн Секретарӗ Николай Патрушев ертсе пыракан мероприятине  Самарăра ҫавăн пекех  РФ Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь  Комаров,  Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсен ертӳҫисем, федераци министерствисемпе ведомствӑсен представителӗсем хутшӑннă.

Полпред палӑртнӑ тӑрӑх, округри пур регионта та коммуналлӑ хытӑ каяшсене  тирпейлеме ҫӗнӗ тытӑм ҫине куҫнине, темиҫе объекта та хута янине асăннă.  Шыв тивӗҫтермелли тата шыв юхтармалли ҫӗнӗ объектсем тӑвас енӗпе мероприятисем ирттернӗ, шыв объекчӗсем ҫывӑхӗнче 19 ҫухрӑма яхӑн экологи условийӗсене юсаса ҫӗнетнӗ.  Вӑрман хуҫалӑх сферинче техника базине хастар ҫӗнетеҫҫĕ: 4,5 пин ытла специализациленӗ техникӑпа оборудовани единици.

"Патшалӑх политикин экологи аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем хушшинче Владимир Владимирович Путин "симӗс облигацисемпе" механизмпа усӑ курса экологи тата климатика проекчӗсене пурнӑҫлама хавхалантарассине, субсидилекен патшалӑхӑн ҫут ҫанталӑк вӑй-хӑвачӗпе (вӑрмансемпе, ҫӗрсемпе) усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстерессине, цифра технологийӗсемпе тата искусство интеллекчӗпе усӑ курса климат отрасльне инвестици хывассине палӑртнă. Ҫак ыйтусем федерацин Атӑлҫи округӗшӗн уйрӑмах усӑллӑ, унта ҫӗршывӑн промышленноҫ комплексӗн тӑваттӑмӗш пайне палӑртнӑ", – тенĕ полпред.

Ҫут ҫанталӑк сыхлавӗн саккунӗсене пӑсни экологине начарлатаҫҫĕ, хушма мерăсем йышăнса хăвармаллине те каланă канашлăва пухăннисем.



17 июня 2021
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter