Республика кунне хатӗрленес тата ирттерес енӗпе ӗҫлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕнче тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Республика кунне хатӗрленес тата ирттерес енӗпе ӗҫлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕнче  тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Уяв программин тӗп пулӑмӗсенчен пӗри  - Шупашкарти экономика форумӗ пулӗ. Вăл ҫĕртме уйăхĕн  21-24-мӗш кунĕсенче " Шупашкар-Арена " Пӑр керменӗнче иртет.  Унта хутшăнас текенсен ҫак адреспа http://forum.cap.ru. регистрациленмелле.

Форумӑн программипе килĕшӳллĕн уҫă калаҫусем ирттермелли  ятарлă вунă вырăн пулĕ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пленарлӑ ларăва хутшăнĕ.  Тĕп ыйтусем - цифра трансформацийӗ, отрасльсемпе технологисене аталантармалли  майсем,  информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата ытти те. Ҫавӑн пекех "Бизнес-ӑнӑҫу" наци премине  чысласси те кун йĕркинчех.

Йӑлана кӗнӗ  тăрăх,  регионсен хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси"  курав пулать. Наци тĕпелĕн фестивалӗ  иртнĕ. Тутлă апат-ҫимĕҫсенчен паха курав  хатĕрлĕҫ. Килӗшӳсем алă пусса ҫирĕплетесси ыйту кун йĕркинчех. 

Культура программипе килĕшӳллĕн тĕрлĕ мероприятисем  иртĕҫ.

 Ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта XIV-мĕш кинофестиваль  пулать.

 Чӑваш Республикин наци библиотеки 150 ҫул тултарнине халалланӑ  регионсен хушшинчи форум пуласси те паллă.

Ҫĕртме уйăхĕн 22-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче "Культура 2.0" цифра литературипе хальхи библиотекӑсен темине халалланӑ лекци иртĕ, ҫавӑн пекех" 3D- мелĕпе илемлӗ библиотека " пленэр куравӗ ирттерме палӑртнӑ. Ҫеҫпӗл ячĕллĕ  Ҫамрӑксен татрӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айги ывӑлӗн Алексей Айгин концерчӗ иртĕ.

Ҫĕртме уйăхĕн 22-мӗшӗнче  "Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкпа килĕшӳллĕн - Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӗҫлӗ паттӑрлӑхӗ"  регионсен хушшинчи  наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ тата ытти те.

Пултарулăх ушкăнĕсене Шупашкарти тĕрлĕ лапамра кăна мар, ытти районпа хулара та курса савăнма пултарăпăр. Йăлана кĕнĕ мероприяти  «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль кăçал та пулать.

Ҫĕртме уйăхĕн 24-мӗшӗнче "Амазония" этномплексра Пӗтӗм чӑвашсен "Акатуй" уявĕ уҫăлĕ. Хӗрлӗ тӳремре  «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чыслĕҫ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри чи лайӑх хуҫалӑхсене презентацилеме палӑртнӑ.



18 июня 2021
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter