Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе пĕрле кашни эрнере пулакан планеркӑра экономикӑпа культура форумне сӳтсе явнă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе пĕрле кашни эрнере пулакан  планеркӑра экономикӑпа культура форумне сӳтсе явнă

«Чувашия. Трансформация» экономика форумĕпе Культура форумĕ пирки паян кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тарăн сӳтсе явнă.

«Ку эрнере чылай мероприяти плана кĕртнĕ.  Вĕсем пурте Республика кунĕпе ҫыхăннă.  Чи малтанах культура форумĕпе экономика форумĕ пирки тарăнрах калаҫăпăр.  Паянхи  ҫитĕнӳсем пирки кăна калаҫма тĕллев лартман, пуласлăхри тĕллевсене те сӳтсе явасси планра пур.  Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкерĕпĕр.  Чи пĕлтерĕшли – цифра трансформацийĕ.  Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемшĕн ыйту уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсене РФ Президенчĕ хушăвне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртме тăрăшатпăр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Аса илтеретпĕр, Культура форумĕ ҫĕртме уйăхĕн 21-25-мĕш кунĕсенче иртет.  Программăри тĕп мероприяти – Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ. Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» мероприяти те анлă иртесси паллă. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан мероприятисем хаваслă иртесси пĕрре те иккĕлентермĕ.   

Шупашкарти экономика форумĕ ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче пуҫланать те ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче вĕҫленет.  Мероприятине ку хутĕнче онлайн форматпа ирттерме план тунă.   «Чувашия. Трансформация» форума хутшăнас текенсен ятарлă сайтра регистрациленмелле.   Форумра виҫĕ тĕп тема пирки тĕплĕн калаҫĕҫ.  Ҫынсем валли технологи, бизнеса вăй илсе пымалли технологи, хутлăхри аталану.     

Республика кунне халалланă мероприятисем пĕтĕмпех профилактика йĕркисене пăхăнса иртмеллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Усал чир алхасасран пурин те сыхă тăмалла, кун пирки манма юрамасть», –тесе палăртнă регион Ертӳҫи.   

«Цифра трансформацийĕ ҫав тери пĕлтерĕшлĕ те анлă тема шутланать. Ҫĕршыври  пысăк тавра курăмлă экспертсем ҫак пулăма хутшăнма кăмăл тунă.  Хăрушсăрлăх теми пирки те манма юрамасть. Мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттермелле. Пурин те хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫламалла.  Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси  тĕп тĕллевсенчен пĕри», – тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Пирĕн кирек-епле чĕнӳ ҫине те яланах хатĕр пулмалла.  Лару-тăру ырă енне улшăнса пытăр тесе тăрăшăпăр.  Енчен те лару-тăру ытти регионсенчи пек япăхланса пырсан, банкетсене ресторансенче ирттерессине пăрахăҫлама тивĕ, ҫирĕп мерăсем йышăнса хăварасси те пулма пултарĕ. Пур-пĕрех предприятисенче халăха ĕҫлеттермех тăрăшмалла пулĕ. Вĕсене валли ятарлă условисем тума тивет.  Калаҫу чи малтанах вакцинациленесси пирки пырать. Кун евĕр ĕҫсене ытти регионсенче пуҫарма та ĕлкĕрнĕ. Вĕсен паха ĕҫ опытне тишкермелле. Хальлĕхе пирĕн тăрăхра лару-тăру аваннине шута илсе лăпланса ларма юрамасть. тимлĕхе ҫухатмалла мар. асăрхануллă пулмалла. Чирпе аптракансен шучĕ ӳсме пултарать.  Медицинăра тăрăшакансене йывăр.  Пысăк хуласенче халăх усал амакпа чирлени сисĕнкелет. Пирĕн тăрăха ăнсăртран килсе, халăха аптратса ан ятăр», – тенĕ Олег Николаев.

Сăмах май, вакцина туни аван, ку енĕпе активлăрах ĕҫлесен те юрать. «Усал чиртен сыхланса юлмалли мелсенчен пĕри  – вакцина туни.  Енчен те  ҫак ĕҫе туса ĕлкĕреймен пулсан, халĕ те условисем ҫителĕклĕ республикăра.  Халăх йышлă пухăнакан мероприятисенче уйрăмах тимлĕхе ҫухатма юрамасть», – тепĕр хут палăртса каланă  регион ертӳҫи.   

Паян канашлăва пухăннисем кăҫал иккĕмĕш ҫур ҫуллăхра коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксем пирки те чарăнса тăнă, ҫĕнĕлĕхсене сӳтсе явнă.  Чăвашсен Ҫимĕк уявĕ республикăра анлă иртнĕ  ку пулăм пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă паян планеркăна пухăннисем.     

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн  ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов аграри тытăмĕнчи ĕҫсемпе паллаштарнă, хуҫалăхсенче выльăхсем валли апат хатĕрлессипе хастар ĕҫленине асăннă.  Ҫĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне нумай ҫул хушши ӳсекен курăксене пурĕ 35, 1 пин  га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫулса пуҫтарнă. Кăтарту пĕчĕк мар, пĕлтĕрхинчен 2,2 хут нумайрах пулни сисĕнет тенĕ министр. Выльăх апатне хатĕрлессипе хуҫалăхсенче пĕр чарăнми тăрăшаҫҫĕ ҫĕр ĕҫченĕсем. Ҫанталăкĕ типĕ тăрать, инкек кӳмест.   Республикăри 18 районта хуҫалăхсенче ҫĕр ĕҫченĕсем активлă ĕҫлеҫҫĕ.  Сенаж тăвассипе те хуҫалăсенче тăрăшни куҫ кĕретех. Ку ĕҫе 17 районта пурнăҫлаҫҫĕ, пурĕ 53,8 пин тонна сенаж хатĕрленĕ, пĕлтĕрхинчен каллех нумай  – кăтарту пысăк.

 



21 июня 2021
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter