Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура 2021 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен виҫине улӑштарасси ҫинчен калакан ыйтӑва сӳтсе явнă
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра 2021 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен виҫине улӑштарасси ҫинчен калакан ыйтӑва сӳтсе явнă.
Регион ертӳҫи паянхи кун республикӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче пулса иртекен мӗнпур улшӑнӑва халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ҫӗнетме тата ӳстерме янине палӑртнă.
"Эпир Чӑваш Республикинче пурӑнакансене коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерес сферӑра самаях пысӑк улшӑнусем турӑмӑр. Шел пулин те, регламент процедурисемпе кӑткӑс лару-тӑру пире ҫак ӗҫе пӗр кунра е пӗр ҫул хушшинче вӗҫлеме май памасть. Ҫакна тума чылай вăхăт кирлӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ йышӑннӑ мерӑсене пула пирӗн ку енӗпе хӑвӑртланма, коммуналлӑ тытӑмӑн пахалӑхне ӳстерме май пур", – палăртнă Олег Николаев.
Чӑваш Ен Патшалӑх службин конкурентлӑ политикипе тата тарифсемпе ӗҫлекен ертӳҫи Надежда Колебанова РФ Правительстви 2021 ҫулхи тӳлев виҫин улшӑнӑвӗсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Чӑваш Республикипе вӑл июлӗн 1- мӗшӗнчен пуҫласа 3,4 процент виҫепе палӑртнӑ, ҫавӑн пекех индекссенчен уйӑрса яма юраманнине - 2% виҫепе ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара республикӑн уйрӑм муниципалитет пӗрлӗхӗсенче коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн граждансен чи пысӑк тӳлев виҫине июлӗн 1- мӗшӗнчен пуҫласа 5,4 процент таран индекспа палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах уйрӑм индекссене 3,4 процента ҫити 285 муниципалитет пӗрлӗхӗнче, 11 муниципалитет пӗрлӗхӗнче – 5,4 процент таран палӑртнӑ.
Ведомство ертӳҫи утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӑшӑпа тивӗҫтермелли пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен хаксене вӑтам улшӑну 3,4 процентран ытла мар, вӗри тата сивӗ шывпа тивӗҫтермелли хаксене 3,9% ытла мар пулнине палӑртнӑ. Регионти оператор пулӑшӑвӗшӗн тариф улшӑнӑвне 3,4% пӑхса хӑварнӑ.
Июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хула ҫыннисем валли электроэнерги тума тариф 12 пус ӳсет, 3 тенкӗ те 60 пус, ял ҫыннисемшӗн 8 пус ӳсӗ , 2 тенкӗ те 52 пус шутланать.
Ҫут ҫанталӑк газĕпе усă курнăшăн, иккӗмӗш ҫур ҫулта 1 куб.м. (17 пус ӳсет) - 6 тенкӗ те 5 пус пулать.
Патшалӑх Службин ертӳҫи ҫавӑн пекех республикӑра коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлени ПФОри ытти регионӗсемпе танлаштарсан пĕчĕк пулнине палӑртнă.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынсене Правительство малалла та пулӑшса пырассине палӑртнӑ. "Адреслă пулӑшу малалла тӑсӑлӗ, ҫав тӗллевсем валли укҫа-тенкӗ те ӳсӗ", – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, республика бюджетӗнче ҫӳлерех палăртнă тĕллевсене валли пурнăҫлама мӗнпур укҫа-тенкӗ пуррине палăртнă. "Ҫемьесен пĕтĕмĕшле тупăшĕнче, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли укҫа 22 процент ытла пулсан, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн субсидисем илеҫҫӗ. Паянхи куна вӗсем 17 пине яхӑн. Улшӑнусене шута илсе субсидисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 360,8 млн тенкӗпе танлашать. Хушма 71 миллион кирлӗ, ку укҫана эпир республика бюджетӗнче шута илӗпӗр, йывăрлăх туякан ҫемьесем пурте ҫак виҫепе пулӑшу илччӗр", – тенĕ ведомство ертӳҫи.