Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне 150 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне 150 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне 150 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннă. Уява Ҫеҫпӗл Мишши ячĕллĕ ҫамрӑксен театрӗнче ирттернӗ. Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Федоров хутшӑннă.

"Чӑваш Ен наци библиотеки, ӗмӗр ҫурӑ каялла обществăлла вулавăш пек йӗркеленнӗ, унăн кун-ҫулĕ историллĕ пулӑмсемпе пуян. Библиотекарьсем яланах тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ.  150 çул хушшинче утса тухнă çул питĕ тумхахлă, апла пулин те вăл хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Паян ун пирки пĕр иккĕленмесĕрех функциллĕ лапам теме пулать. Вун-вун ăру çакăнта кĕнекепе туслашнă, тавах унта ĕçлекенсене, ун патне çул уçса пыракансене. Тăван халăхăн хăйне евĕрлĕ культурине, истори еткерлĕхне, тăван чĕлхепе литературăна аталантарса ламран лама парса пынин, кăмăл-сипет пуянлăхне упранин - хакĕ питĕ пысăк.    Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче те вӗсем пӗр кунлӑха та хупӑнман", – палӑртнă Олег Николаев.

Республика Пуҫлӑхӗ паян наци библиотеки чӑваш халӑхӗн культурӑпа ҫут ӗҫ центрӗ пулнине палӑртнă. Республикӑри наци культура еткерлӗхӗ шутланакан учреждени фончӗ пысăк:  108 тĕрлĕ чӗлхепе 2 043 507 единица, ҫав шутра наци докуменчӗсем 215 пин, вӗсенчен 60 пин – чӑвашла кĕнеке упранать.

Регион Ертӳҫи ку чухнехи технологисене пӑхмасӑрах кунта йӑла-йӗркене шанчӑклӑ, тирпейлӗн упраҫҫӗ тата кӗнеке фондне хушаҫҫӗ тесе палӑртнӑ.

"Паян Наци библиотеки – нумай функциллӗ площадка, унта тӗрлӗ информаци илме, тӗл пулусем ирттерме май пур. Чи кирли – вулавăш хальхи пурнăҫпа тан утать.  Пысăк технологисен витĕмлĕхĕ те пурнăҫа кĕрсе пыни куҫ кĕретех.  Архив ĕҫне тĕплĕн йĕркелеҫҫĕ. Ҫитĕнекен ăрăва валли мĕн кирли пĕтĕмпех пур.  Историне тĕпчеме те меллĕ. Специалистсем пĕтĕмпех тарăн пĕлӳллĕ, пысăк профессионалсем»,  – тенĕ Олег Николаев уява пухăннисене саламланă май.

Регион Ертӳҫи Чӑваш Республикин Наци библиотекин ушкăнне Хисеп хучӗпе чысланă, пурнӑҫне  вулавăшпа ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна пархатарлӑ тата ырми-канми ӗҫӗшӗн, профессие чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тунă, ĕҫре хастаррисене патшалӑх наградисене парса хавхалантарнă.



22 июня 2021
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter