Чӑваш Ен тӗп хулинче  Пĕтĕм тӗнчери XIV-мĕш кинофестиваль уҫӑлнă

Чӑваш Ен тӗп хулинче  Пĕтĕм тӗнчери XIV-мĕш кинофестиваль уҫӑлнă

Чӑваш Ен тӗп хулинче  Пĕтĕм тӗнчери XIV-мĕш кинофестиваль уҫӑлнă. Вӑл  пирĕн регионта пиллĕк кун пырĕ. Мероприяти шайӗнче куракансем регионти кинопа паллашма пултарӗҫ.

Фестивале Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче  савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă. Сцена ҫине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑпарнă, фестиваль республикӑра 14-мӗш хут иртнишӗн питӗ савӑннине тата мӑнаҫланнине палӑртнă. Вӑл кинофорума йӗркелекенсене тав тунă, ӗҫ  пĕтĕмпех йӗркеллӗн пынине, кинофестиваль  кулленех вăй илсе аталаннине палăртнă.

"Кӑҫал фестивалӗн пӗр кунне Чӑваш Республикинче ахаль ҫынсем ӳкернӗ кӗске сюжетлă фильмсене халаллани уйрӑмах хумхантарать. Ку ĕҫе Сăрпа Хусан оборона чиккисене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне халалласа йĕркеленĕ.  Чи чапли кунта, ман шутпа, ҫынсем хӑйсем пуҫтарӑнни, сценарисем ҫырни, режиссерсем тухса калани, чи  паха сăнарсем туса выляни. Патриотизм туртӑмӗ, пирӗн асаттесен паттӑрлӑхӗ ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине ҫырса кӑтартасшӑн ҫунни хаклӑ. Халӑх пултарулӑхӗ малалла та аталантӑр тесе эпир  тăрăшăпăр", – тенӗ Олег Николаев.

Кинофестивалӗн программа дирекцине 2010 ҫултан пуҫласа киносен паллă ертӳҫи, Раҫҫей киноискусствин академийӗн академикӗ, кино историк, Раҫҫей оскаров комитечӗн членӗ Сергей Лаврентьев ертсе пырать.

Кинофорума А.С. Пушкин "Онегин" романĕнчи сӑввисемпе Наталья Семенова режиссер лартнă  спектакльпе уҫнӑ.  Унăн композиторӗ Алексей Айги. Спектакльте Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем: Сергей Чонишвили, Даниил Страхов, Сергей Шнырёв, Алиса ГребенщиковаАлексей Айги  тата «4’33"» ансамбльте ĕҫлекенсем вылянă.

Палӑртса хӑваратпӑр: Кӑҫал Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн программинче 120 ытла тӗрлӗ мероприятисемпе акцисем. Пултаруллӑ ҫынсемпе уҫă калаҫусем, паллӑ актерсемпе, режиссерсемпе пресс-конференцисем ирттерме план тунă. Ҫавӑн пекех Сăрпа Хусан оборона чиккисене тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ "Кунта тӑшман ури пусмасть" фильмӑн ятарлӑ кӑтартӑвӗ пулать.

Фестивале  ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕҫлĕҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене  савăнăҫлă лару-тăрура Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ  Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наградăсем парса хавхалантарĕҫ.

 

 



22 июня 2021
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter