Чӑваш Енре "Астăвăм ҫурти" акци иртнӗ
Астăвăмпа хурлану кунĕ ҫитиччен темиҫе сехет маларах Чӑваш Ен тӗп хулин "Ҫӗнтерӳ" Çар Мухтавĕн мемориалĕн комплексӗнче Пӗтӗм раҫҫейри "Астăвăм ҫурти" акци иртнĕ. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи вӑрҫинче вилнисене асӑнса ҫурта ҫутма республикӑра пурӑнакансем пуҫтарӑннă.
Акцие хутшӑнакансене тав тунă май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тăшмансене хирĕҫ кĕрешессинче республикăра пурăнакансем пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă. Аслă Çĕнтерĕве туптанă, хăйсен йăхне тăсакан çĕнĕ ăрăва телейлĕ те ирĕклĕ, янкăр тӳпеллĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксене ĕмĕр аса тытмалла. Ҫӗршывӑн оборона вӑй-хӑватне пӗтӗмӗшле ҫирӗплетме пысӑк витĕм кӳнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Сăрпа Хусан оборона чиккисене тунӑ вӑхӑтра чӑваш халӑхӗн ӗҫри паттӑрлӑхӗ пулнине палӑртнӑ, ҫакӑ уйрӑмах асра юлмаллине тепĕр хут чĕнсе каланă.
"Эпир асаттесен паттӑрлӑхне аса илетпӗр, ҫапла майпа чӗртсе тӑрататпӑр. Эпир мӑн асаттесен хӑюлӑхӗпе мăнаҫланса хăватланатпăр, кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаратпӑр. Чи кирли – эпир паянхи тӗллевсене пурнӑҫлама пĕрле пухăнса ĕҫлеме вĕренсе пыни. Ҫаксене пурне те эпир ыранхи кун хамӑр тӑвас тенӗ пек тума пултарччӑр тесе тунӑ. Туссем, айтӑр асра тытар, чыслар, мухтанар. Апла эпир вӑйлӑ пулӑпӑр", – тенӗ Олег Николаев.
Шӑп та лӑп 80 ҫул каялла, ҫĕртме уйăхĕн 22-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршыв хӑрушлăхпа тӗл пулнă – Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнă. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче фронта Чӑваш Енре пурӑнакан 208 пин ытла ҫын кайнӑ, чи лайӑх ывӑлсемпе хӗрӗсем – республикӑра пурӑнакан халӑхӑн пиллӗкмӗш пайӗ.
Республикӑра пурӑнакансем, ҫав пулӑмсем ҫинчен асра тытассине хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫĕ. Вӗсем ҫинчен хыпарсене ӑруран ӑрӑва куҫарса пырассишĕн тăрăшаҫҫĕ, тăтăшах асăну кунĕсене хутшăнаҫҫĕ.
"Астăвăм ҫурти" акцие Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Шупашкар хулин ертӳлĕхĕ, предприятисен ертӳҫисем, общество организацийӗсен хастарӗсем, шкул ачисемпе студентсем хутшӑннă.