Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев экономикăна ҫĕнĕлле аталантарассипе ҫыхăннă стратегилле сесси ĕҫне хутшăннă

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев экономикăна ҫĕнĕлле аталантарассипе ҫыхăннă  стратегилле сесси ĕҫне хутшăннă

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин экономикӑна аталантарас енӗпе палӑртнӑ тӗллевсене сӳтсе явассипе ҫыхăннă темăсем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. "Креативлӑ  ĕҫлени  экономикăна, инвестици аталанӑвне тата территорисене аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫать", – тенĕ вăл.

Вӑл Чӑваш Ен Правительстви регион майӗсене пурнӑҫлама тата вӗсене практикӑра ӗҫе кӗртме ку чухнехи механизмсене туса хатӗрлессипе кӑсӑкланнине пӗлтернӗ.  Пысăк технологисене пурнăҫа кĕртес  ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă вăл.

«Креативлӑ экономика шайӗнче ҫӗнӗ экономика моделӗсем, социаллӑ хутшӑнусен, ҫӗнӗ культура парадигмисем, ҫав шутра чӑваш халӑхӗн нумай ӗмӗрлӗ йӑли-йӗркипе  традицийĕсене шута илсе йӗркеленеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Пĕрле-Ниме»  – пĕр чăмăра пухса тĕрлĕ шухăшсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет.  Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлеме май парать.  Региона аталантарса пымалли проектсене тупса палăртма та пулăшать»,   тенĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.   

Сесси ĕҫне    Максим Осовский - консультант тата бизнес-тренер, Андрей Филинков - Skolkovo тата "Производство лидерӗсем"  вӗренӳ программисен эксперчӗ, Михаил Ан - предприниматель,  Ян Ярмощук - СEO "Флакон Икс", Юрий Усков – iSpring копанийĕн директорĕ,  Вадим Зеленский - Zselenski Group никĕслевҫи, Раҫҫей Бизнес-туризм Ассоциацийӗн председателӗ (АБТ) хутшăннă.

 Онлайн-режимра палăртнă пулма  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин  депутачĕ Анатолий Аксаков  хутшăннă, ĕҫе пухăннисене саламланă.  Вăл Атăл леш енчи хула хутлăхĕн планĕпе паллаштарнă, унта та цифра технологийĕ вăй илсе пырассине палăртнă. «Пирĕн малалла ăнтăлмалли сахал мар ҫул-йĕр пур. Уйрăмах промышленноҫ пайĕнче ĕҫсем ăнса пыни куҫ кĕретех.  Пуҫаруллă проектсене ытларах та ытларах пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла», – тенĕ депутат сăмаха малалла тăснă май. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов республикăн аталану ҫул-йĕрĕ пысăк пулнине асăннă. «Креативлă экономика пулсан тата та меллĕрех пулнă пулĕччĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Регионăн креативлă индустрийĕн сферинче 7 пине яхăн ҫын вăй хурать. 

Эксперт хаклавӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин креативлӑ индустрийӗсенче 4,2 пин ытла организацисем (6,8 пин ҫын) е регионти мӗнпур организацирен 7,6 пин ытла ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Енри креативлӑ индустрисен организацийӗсен тупăшĕ 16,7 миллиард тенкӗпе танлашать, ҫакӑ республикӑри мӗнпур организацисен тупăшĕнчен 2,9 процент пулать. Ҫакӑн пек индустрисенчен чи пысӑк тупăш Шупашкар хулинче (5%), Ҫӗнӗ Шупашкар тата Етӗрне районӗнче (1,3%), 1,2% –  Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, 1,1% –  Йӗпреҫ районӗнче.

Сесси ĕҫне хутшăннисем Чăваш Енĕн пуласлăх сӑнарӗсен проекчӗсене туса хатӗрлеҫҫӗ, креативлӑ экономика Центрне туса хурассипе тимлеҫҫĕ тата малашлӑха аталантармалли концепцисене йӗркелеҫҫӗ, ӑна пӗр вӗҫӗмсӗр аталантарма тата лайӑхлатма кирлӗ условисене палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пуҫаруллӑ проектсене йӗркелес, патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн ресурсӗсене пӗрлештерес, вӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хальхи коммуникацисем тума хушма майсем туса парас ыйтусене пӑхса тухаҫҫĕ.

Сӑмахран, IT компани никӗслевҫи Юрий Усков ертсе пыракан вӗренӳ сферинчи проекта пысӑк технологиллӗ отрасльсем валли пуҫарнă. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗренӳ тӗп пӗлтерӗшлӗ пулнине тата республика ҫавнашкал проектсене пулӑшма хатӗр пулнине палӑртнӑ.

"Чӑваш Енре кун пек  тахҫанах ӗҫлеҫҫĕ. Пирӗн тӗллев – ача пултарулӑхӗпе кӑмӑл туртӑмне шута илсе  ачасене палӑртасси, малалла вара,  вĕсене аталантарса пыма кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесси", –  тесе ăнлантарнă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ял хуҫалӑх продукцийӗсене пухмалли тата тирпейлемелли центр туса хума сӗнекен шухăш регионшӑн ҫӗнӗ проект та мар. Олег Николаев  пуҫару аван тесе хакланă, шӑпах  кун евĕр регионта ӗҫ пуҫланнине палӑртнӑ. "Пирӗн тăрăхра пулакан таварсене пĕтĕмпех тирпейлесе ҫитермелле.  Унтан та ытларах, логистика ресурс центрӗсене туса хурсан ача-пӑча валли ятарлӑ апат-ҫимӗҫ туса кӑларасшӑн", - тенӗ вӑл.

Туризма аталантармалли инфратытӑма тата смарт-хула туса хурас концепцие малалла тӑсас енӗпе сӗнӳсем те  тăратнă. Сӑмахран, "ӑслӑ хулан" тӗрлӗ йышши элеменчӗсене IT-старт-студи уҫнине пӑхса тухаҫҫӗ, вӑл 100 старта 10 ҫул хушшинче "ӳстерме" май парать.

«Эпир сирӗнпе пӗр еннелле ҫул-йĕр хывни савӑнтарать», ­– палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӗннӗ проектсене пӗтӗмлетнӗ май.  «Эпир  яланах уҫӑ  пуринпе те ĕҫлеме хатĕр. Пирӗн тӗллев – креативлӑ экономикӑна вăй илтересси, лайӑх коммуникацисем йӗркелесси, тупăшлă ĕҫлесси», – тенĕ вăл.

Регион Ертӳҫи сессире каланӑ кашни шухӑшан тӗплӗн тишкерсе, ĕҫе кĕртме те тăрăшасса шантарса каланă.

Сессире палӑртнӑ тӑрӑх, шӑпах креативлӑ индустри Чӑваш Еншӗн стратегилле тӗллевсене пурнӑҫлама пултаракан, республикӑн экономикине хăватлантарас ĕҫре ҫын  витĕмлĕхне  ӳстерессине палӑртакан фактор пек пулмалла.

 



22 июня 2021
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter