Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноç продукцийĕн çаврăнăшне республикăра саккуна пăсса йĕркеленине хирĕçле ĕçлекен комисси ларăвне ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноç продукцийĕн çаврăнăшне республикăра саккуна пăсса йĕркеленине хирĕçле ĕçлекен комисси ларăвне ирттерчĕ.

Машинăсем тăвакан комплексра туса кăларакан таварăн саккунпа килĕшсе тăман çаврăнăшне чарса лартас тĕллевпе пурнăçлакан ĕçсем çинчен ЧР промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов каласа пачĕ. Вăл каланă тăрăх, право йĕркине хӳтĕлекен органсем промышленноç предприятийĕсенчен ытларахăшĕ контрафакт продукци хатĕрлесе тивĕçлĕ сертификатпа паллăсăр сутма хăтланнине шута илмен. Мĕншĕн тесен тӳрĕ çултан пăрăнсан чылай çул ĕçлесе çĕнсе илнĕ хисеплĕ ята ӳкерме пултарассине пĕлсе тăраççĕ.

«Предприятисенче контрафакт çулне производство пуçламăшĕнчех пӳлмелли майсемпе усă кураççĕ, — терĕ министр. — Инженерсемпе техниксен автор правине хӳтĕлеççĕ. Çав ĕçе оборона саккасне пурнăçлакан организацисенче пушшех лайăх йĕркеленĕ».

Доклад тăвакан «Трактор завочĕсем» концернра пуçтарнă ял хуçалăх машинисен пĕр пайĕ пахалăха хăш-пĕр енĕпе тивĕçтерменнине те пĕлтерчĕ. Сăлтавĕ — заводра техникăна контрафакт саппас пайсемпе комплектсем вырнаçтарнинче, вĕсене тӳрĕ кăмăллă мар предприятисенчен илнинче.

Завода контрафакт пайсем епле лекнине концернăн стратеги аталанăвĕпе инвестици енĕпе ĕçлекен директорĕ Всеволод Бабушкин ăнлантарчĕ.

Чăваш Енри çут çанталăк ресурсĕсен саккунпа килĕшӳллĕн йĕркелемен çаврăнăшĕпе ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эмир Бедертдинов паллаштарчĕ. Шыв-шур, вăрман, тискер чĕр чун ресурсĕсен çаврăнăшне саккуна пăхăнмасăр йĕркеленĕ тĕслĕх чылай илсе кăтартрĕ. Сăмахран, пулă тытмалли, стройматериал тума йывăç касмалли, сунара çӳремелли йĕркесене пăсакан çав-çавах нумай, патшалăха кăтартнă тăкак та пысăк. Çак енĕпе саккуна пăсакансене явап тыттарас ĕçе мĕнлерех йĕркелени çинчен районсен хушшинчи Шупашкар çут çанталăк прокурорĕ Ирина Бородина хыпарларĕ.

Агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсен продукцийĕн производствипе пахалăхне сăнаса-тĕрĕслесе тăни çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

 



Хыпар
22 июня 2021
19:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter