Чăваш наци библиотеки - 150 çулта

Чăваш наци библиотекине йĕркелесе янăранпа кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 150 çул çитрĕ. Паллă çак пулăма вулавăш ĕçченĕсем çулталăк тăршшĕпех йĕркелеме тĕв тытнă. Малтанхисем хыçала юлчĕç ĕнтĕ. Паян вара тепĕр ярăмри мероприяти иртрĕ.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Хăнасен шутĕнче Раççей Федерацийĕн сенаторĕ, Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов пулчĕç.

Олег Алексеевич шухăшĕпе, республикăн тĕп вулавăшĕ 150 çула çитни чăннипех — мăнаçланмалли самант. «Наци библиотеки лайăх енне улшăннине эпĕ хам курса тăнă. Техникум, вуз студенчĕ чухнех çӳреме пуçланă унта, Патшалăх Думин депутачĕ, общество деятелĕ пек те тăтăшах пулнă. Куç умĕнчех çĕкленсе пырать пирĕн юратнă библиотека. 150 çул хушшинче утса тухнă çул питĕ тумхахлă, апла пулин те вăл хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Паян ун пирки пĕр иккĕленмесĕрех функциллĕ лапам теме пулать. Вун-вун ăру çакăнта кĕнекепе туслашнă, тавах унта ĕçлекенсене, ун патне çул уçса пыракансене», — терĕ регион ертӳçи.

Республика Пуçлăхĕ пушă алăпа килмен. Культурăна аталантарас ĕçе хăйсен тӳпине хывнă тата Наци библиотеки 150 çула çитнĕ май унта чылай вăхăт тӳрĕ кăмăлпа ĕçленисене наградăсемпе чысларĕ. Чăваш Республикин Хисеп грамотине Наци библиотекин коллективĕ тивĕçрĕ. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята кунти Янина Горская, Наталия Громова, Полина Семенова, Мария Шубникова ĕçченсене пачĕç.

РФ сенаторĕ те Наци библиотеки пурнăçа кĕртекен ĕçсене пысăк хак пачĕ. Николай Федоров 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕш кунне аса илчĕ. Шăпах çав кун Куславкка районĕнчи Кунерте Чăваш Енри 500-мĕш тĕслĕх вулавăша уçнă. Раççейре вулавăшсене пуçласа тĕслĕх шая çĕклеме мехел çитерекенĕ шăпах пирĕн республика пулнă. Вăл коллектива Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Хисеп Грамотипе чысларĕ. Библиотека директорĕн çумне Марина Андрюшкинăна, маркетингпа инноваци пайĕн ертӳçине Надежда Егоровăна, сайра тĕл пулакан кĕнекесен пайĕн ертӳçине Татьяна Николаевăна Федераци Канашĕн председателĕн Тав çырăвне пачĕ.

Çветтуй Чиркӳ ячĕпе тунă пархатарлă ĕçсемшĕн Архиерей грамоти Людмила Спиридоновăна, Татьяна Никитинăна, Надежда Рустамовăна лекрĕ. Вĕсене библиотекарьсем патне Димитрий Нестеренко протоиерей çитерчĕ. Çавăн пекех гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Хисеп хучĕсене тивĕçекенни те чылаййăн пулчĕ.

Мероприятие Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсем хăйсен савăк юрри-кĕввипе, сăвви-ташшипе илемлетрĕç.



Хыпар
22 июня 2021
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter