Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаев "Синергия" Корпорацийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗпе Ольга Грищенкăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаев "Синергия" Корпорацийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗпе Ольга Грищенкăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Республика кунӗ  умĕн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаев "Синергия" Корпорацийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗпе Ольга Грищенкăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Икĕ ен Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи экономика форумĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшĕве пăхса тухнă, палăртнă тĕллевсене сӳтсе явнă.  

"Хамӑр хушӑри хутшӑнусенче эпир кал-кал аталанни савӑнтарать. Эсир пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме сӗнекен ҫул-йӗрсем пирӗншӗн, паллах, питӗ усӑллӑ", – палӑртнă регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче регионта туризма аталантарас,  чăваш брендне анлăрах усă курас, федераци, регион шайĕнче пысăк мероприятисене йĕркелесе ирттерес, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталанса вăй илме пулăшакан паха специалистсене, вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен преподаватель составне хатӗрлес ыйтусене тишкернĕ.

Ольга Грищенко хăйĕн сăмахĕнче ҫĕршыври субъектсенче пурнăҫа кĕртекен проектсем пирки каласа кăтартнă, хăйсен паха проекчĕсене пирĕн республикăра та пурнăҫлама хатĕррине хыпарланă.  Раҫҫейре туризма аталантарас проект анлă вăй илсе пырать. Ку енĕпе пирĕн республикăра та ĕҫлеме тĕллев лартаҫҫĕ ертӳҫĕсем.  Федерацин цифра платформинче республикăри социаллă сферăсен, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕн хыпарĕсене ытларах вырнаҫтарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче.

«Ку паллă, тӳлевсĕр проект.  Тепĕр ҫулталăкран платформăра ҫĕршыври 40 тĕрлĕ чĕлхепе хыпарсем пулĕҫ.  Халăхсен хушшинчи рынокра тата та вăйлăрах сарăлма витĕм кӳрĕ ҫапла ĕҫе йĕркелени», – тесе сăмаха малалла тăснă корпорацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ.

Кунсăр пуҫне тĕлпулăва пухăннисем ҫамрăксен политикин хăш-пĕр ҫул-йĕрĕсене анлăрах сарасси пирки те канашланă, патриотла воспитани парасси, спорта вăй илтересси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Пĕр сăмахпа палăртсан, патриот воспитанийӗ тата спорт енӗпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли майсем пирки калаҫнă.

"Эпир Чӑваш Республикин Правительствине Корпорацие шаннӑшӑн тата унӑн компетенцийӗсене хак панӑшӑн тав тӑватпӑр. Пирӗн пӗрлехи ӗҫ региона тата унӑн мӗнпур ҫыннисене усӑ кӳрессе шанатпăр", –  тесе вĕҫленĕ хăйĕн калаҫăвне  Ольга Грищенко.



23 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter