Чӑваш Ен тӗп хулинче "Асра тытăp, ҫынсем!» акци иртнӗ

Чӑваш Ен тӗп хулинче "Асра тытăp, ҫынсем!» акци иртнӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Астăвăмпа хурлану кунне халалласа ирттернĕ  «Асра тытăp, ҫынсем!» астăвăм  акцине хутшăннă. Паллă пулăма Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре йĕркеленĕ.

"Паян эпир асаттесен тӗлӗнмелле хӑюлӑхне аса илме пуҫтарӑнтӑмӑр. Шӑп 80 ҫул каялла вӑрҫӑ пуҫланнă. Пирӗн  хамăрăн паттăрсене ĕмĕр асра тытмалла. Вӗсем хӑйсен паттӑрлӑхӗпе ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем тылра ырми-канми тăрăшнă. Чӑваш Енре пурӑнакан 170 пин ытла ҫын хӳтĕлев чиккисене тума кайнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 208 пин  ытла ҫын вăрҫă хирĕсенче тăшмансене хирĕҫ ҫапăҫнă.  Вĕсенчен 55-шне  орденсемпе медальсем парса чысланă. Тылра 106 пин ытла ентеш наградăсене тивĕҫлĕ пулнă.  Ҫак цифрӑсем  паттăрлăх ҫинчен  пĕлтереҫҫĕ", - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  хăйĕн ум сăмахĕнче.

Регион Ертӳҫи мӑн асаттесен паттӑрлӑхне асра тытни пире паянхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата палӑртнӑ тӗллевсем патне ҫирӗппӗн утма пулӑшнине  каланă. "Ҫак кунсем ҫинчен пирӗн тӗрӗссине упраса хӑвармалла,  суя хыпарсем пачах та пулмалла мар.  Историне пĕтĕмпех тĕрĕссине кĕртсе хăвармалла», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Акцие йӗркелекенсемпе  унта хутшӑнакансене Пуҫлăх  тав тунӑ, ҫитĕнекен ăрăва паттăрсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панăшăн, вĕсене асра тытса кулленех тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕшĕн мухтанă.   Олег Николаев окоп чавнă Любовь Егоровăпа Галина Николаевăна Сăp тата Хусан хÿтĕлев  чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă астăвăм медальне парса чысланă.  

Мероприятине хутшăннисем Чӑваш патшалӑх академийĕн юрӑпа ташӑ ансамблӗн  тата   Вырӑс драма театрӗн артисчӗсен  пултарулăхне курса хавхаланнă,  юрăпа ташă ансамблĕн "Сăp чикки" театрализациленĕ курăнăвĕн сыпăкĕпе паллаштарнӑ.

 

 



23 июня 2021
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter