Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Промсвязьбанк»  ПАО председателĕпе Петр Фрадковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Промсвязьбанк»  ПАО председателĕпе Петр Фрадковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Промсвязьбанк»  ПАО председателĕпе Петр Фрадковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем регионта пĕрлехи программăсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Промсвязьбанк» ПАО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

 Кăҫал ҫулла Чăваш Енре Промсвязьбанк баскетбол выляма ятарлă тӳрем туса пама плана кĕртнĕ.  Объекта (ФИБА) пĕтĕм тĕнче шайĕнчи федераци йĕркисене пăхăнса пурнăҫа кĕртме палăртаҫҫĕ.  Ҫак объекта Шупашкарти залив хĕррине вырнаҫтарма шут тытнă.

«Ятарлă вырăна палăртса хунă, ҫирĕп тĕрĕслеве илĕпĕр.  Строительство ĕҫĕсем вăхăтра тата графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине тĕрĕслесе тăма шантаратпăр.  Тавах сире, пирĕнпе ăнланса килĕштерсе ĕҫленĕшĕн, халăхăн пурнăҫ шайне лайăхлатма витĕм кӳнĕшĕн. Ҫитĕнӳсем те ҫук мар. Кун пек ĕҫлесен, малашнехи плансем  те пурнăҫа кĕрсе пырассине пĕрре те иккĕленмĕпĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Петр Фрадков  объекта кăҫал авăн уйăхĕнче туса пĕтерессине хыпарланă.  Енчен те кĕтмен ҫĕртен кăлтăксем сиксе тухмасан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса, спорт тӳремĕ пурнăҫа кĕрессине шантарнă сумлă ертӳҫĕ.

«Строительство ĕҫне пуҫарăпăр. Планпа килĕшӳллĕн 2 уйăхра объекта туса пĕтерме тĕллев лартнă. Пур-ха хăш-пĕр ыйтусем.  Урайне пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса сарма шутланă.  Паллă, енчен те ҫумăр ҫусан вара – ĕҫ-пуҫ чарăнса тăма пултарĕ.  Шанатпăр, ҫурла уйăхĕнче ҫумăр ытлашши ҫумĕ.  Ҫапла, ҫанталăк пăтăрмахсем кăларса тăратмасан, мĕн палăртса хуни - пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрĕ», -  тенĕ ПСБ председателĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем халăха пулăшу памалли условисем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă, предприятисемпе ĕҫлеме йĕркеленĕ ҫăмăллăхсем ҫинчен те чарăнса тăнă. Палăртса хăваратпăр, паянхи куна илес пулсан, ПСБ республикăри чи пысăк предприятисене тĕрев парать. Вĕсен пулăшăвĕсемпе организацисем кăмăллă пулни куҫ кĕретех.  Банк регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма пулăшать. Вĕсем халăха ипотека, кредитпа тивĕҫтерессипе те активлă ĕҫлеҫҫĕ.   

«Промышленноҫ предприятийĕсем пирĕн банкăн пулăшăвĕсемпе усă кураҫҫĕ.  Ытларах  пысăк предприятийĕсем пирĕнпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫлеҫҫĕ.   Вак тата вăтам предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансем те банк пулăшăвĕсене туяҫҫĕ. Регионта пурăнакансен пурнăҫ условийĕсен шайне ырă енне куҫарма ӳлĕмрен те тăрăшăпăр», - тесе палăртнă Петр Фрадков.   



23 июня 2021
13:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter