Чӑваш Ен Правительствипе Сбер регионти туризма аталантарӗҫ
Шупашкарти экономика форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Перекет банкĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Икĕ ен регионта туризма аталантарассипе проектсене пурнăҫа кĕртме тăрăшĕҫ.
Ĕҫ хутĕнче паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Перекет банкĕн Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Анатолий Попов алă пуснă.
Ертӳҫĕсем 2035-мĕш ҫулччен Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе ҫыхăннă стратегиллĕ документа сӳтсе явнă, ăна пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă самантсем пирки канашланă, шалти тата тулашри туризма вăй илтересси ҫинчен тĕплĕн калаҫнă. Пĕрлехи ĕҫсем пирки канашланă май, халăхăн сывлăхне упрама май паракан условисене йĕркелемеллине, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассинче туризм пĕлтерĕшне ӳстерессине каланă.
Цифра инфратытăмне вăй илтерес, сервис пулăшăвĕсен пахалăх шайне ӳстерес, брендпа анлăрах усă курас, таварсене ытларах та ытларах тирпейлесе кăларма условисем йĕркелес ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă.
Ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пырассипе Чăваш Ен Правительстви активлă ĕҫленине каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Цифра ҫине куҫассипе перекет банкĕ тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине асăннă паянхи тĕлпулăва пухăннă пуҫлăхсем.
«Паян Чăваш Енре цифра стратегине ҫирĕплетес тапхăр пырать. Цифра ҫине куҫмалли плана туса хатĕрлессипе активлă тăрăшаҫҫĕ ертӳҫĕсем. Пирĕншĕн уҫăмлăн ĕҫлесси – чи пĕлтерĕшли пулса тăрать. Эпир Перкет банкĕпе тухăҫлă ĕҫлетпĕр. Пире хальхи пурнăҫпа тан килĕшсе ĕҫлеме лайăх. Ҫапла туни - мĕнпур ĕҫсен хăвăртлăхне ӳстерсе пыма май парать», – тенĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май. Халăхăн финанс тĕлĕшĕнчен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма та банк пысăк витĕм кӳрет. Регионта халăх таварсене укҫан тӳлеме кăмăл туманни куҫ кĕретех, ытларах чухне вĕсем банксен карттисемпе усă кураҫҫĕ. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетнĕ сăмаха ҫынсем. Ку чухнехи технологисен витĕмлĕхĕпе анлă усă курса ĕҫлет банк. Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртме пĕрле ĕҫлеме калаҫса килĕшнĕ.
«Эпир Чăваш Ен Правительствипе тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр. Инвестициллĕ проектсене те пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Экономикăн чи пĕлтерĕшлĕ сферисенче цифра ҫине куҫасси ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Социаллă сферăра та пĕрлехи проектсене пурнăҫлама тĕллев лартнă. Туризм пĕтĕм ҫĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен Пуласлăхĕ пысăк, потенциал та ҫук мар. Пирĕн палăртнă тĕллевсем патне хастаррăн утăмламалла. Халăхăн пурнăҫ условийĕсен шайне лайăхлатассишĕн ырми-канми вăй хумалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Перекет банкĕн Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Анатолий Попов.
Килĕшĕве тунă май, регионта туризм ыйтăвĕпе анлăрах ĕҫлеме план тунă. Паллă, проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма Перекет банкĕ витĕм кӳрессе шанатпăр.