Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин хисеплĕ ҫыннисем, хаклă ентешсем!

Сире Республика кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ку уяв тĕрлĕ ӳсĕмлĕ, тĕрлĕ нациллĕ ҫынсене, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене, тĕрлĕ политика шухăшĕллисене тата тăван республикăна аталантарассишĕн тăрăшакансене пĕрлештерет.

Паянхи Чăваш Ен - ҫирĕппĕн аталанакан регион. Унта йăла-йĕркене, ăс-хакăлпа культура пуянлăхне упраҫҫĕ. Республикăн малашлăхĕ пур. Эпир хамăр республикăпа, унăн мухтавлă историйĕпе тата хальхи ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫланатпăр. Тăван республика аталанăвне тӳпе хывнă пур ҫынна та тав тăватăп. Ĕҫченлĕх, хамăр вăя ĕненни пире вăй кӳреҫҫĕ, хăюллă ĕмĕт-тĕллеве пурнăҫа кĕртме пулăшаҫҫĕ, малашлăха хăюллăн пăхма хавхалантараҫҫĕ.

Пурне те палăртнă тĕллевсене пурнăҫламашкăн ҫирĕп сывлăх, ăнăҫу сунатăп! 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                      Олег Николаев

 



24 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter