Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пĕтĕм чăвашсен Акатуй уявне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пĕтĕм чăвашсен Акатуй уявне  савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Республика кунĕпе тата Акатуй ячĕпе  Чăваш Енре пурăнакансене, пухăннă мĕнпур халăха ăшшăн саламланă.   

«2020 ҫул Чăваш Енре уяв «Пĕрле» девизпа иртнĕ. Кăҫал «Ниме. Хăват» ятпа паллă тума йышăннă ҫак аслă мероприятисене.  Пĕрле тăрăшса ĕҫлемелле, ун чухне ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма тата та лайăхрах пулĕ. Пирĕн хамăрăн йăла-йĕркене упрамалла, хамăр вăя шанмалла, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелле, малалла çирĕп утмалла. Чăваш йăлине, нимене, тĕпе хурса пĕрле ĕçлесен эпир тата вăйлăрах пулатпăр, тĕллевсем патне хăвăртрах çитетпĕр», - тесе каланă  республика Пуҫлăхĕ.    

Чăвашсен чи сумлă та пĕлтерĕшлĕ уявĕ – Акатуй. Çурхи ака-суха ĕçĕсене халалланă наци уявĕ.  Ăна ҫĕр ĕҫченĕсем хапăл тусах  кĕтеҫҫĕ. Мероприятисем чăвашсен йăли-йĕркине, кăмăл-сипет туйăмне ламран-лама куҫарса пыма витĕм кӳреҫҫĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕрке ватти-вĕттине, тĕрлĕ професси çыннине пĕрлештерет.

«Паллă уява аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсем куҫ тулли кĕтеҫҫĕ. Ҫурхи ĕҫсене вĕҫленĕ хыҫҫăн, пĕр-пĕрин ҫитĕнĕвĕсене палăртаҫҫĕ, ҫут-ҫанталăкран ырлăх, тыр-пула пухса кĕртме лайăх ҫанталăк пултăр тесе ыйтаҫҫĕ. Ăна çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн, пулас тухăç ăнăçлă çитĕнтĕр тесе йĕркелеççĕ. Уява ирттерме тата йăлана пăхăнма пире аслă ăрăвăн халалĕ пулăшать», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Ертӳҫи.    

Чăваш Республики Раҫҫейри ытти субъектсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе усă курма тăрăшать. Ытти регионсенче пурăнакан чăвашсем мĕн авалтан хамăрăн несĕлĕмĕрсен культурине упраса ламран-лама куҫарса пыма тăрăшнă.  Ĕҫлĕ ҫыхнусем ҫултан ҫул ҫирĕпленсе вăй илсе пыраҫҫĕ.  Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ уйрăмах чаплă иртет, кунта пухăннă мĕнпур халăх пĕтĕм чунтан савăнать. Уяв иртнине аса илтерет, паянхи куна пĕрлештерет. Ватти-вĕтти пĕр-пĕринпе килĕшсе савăнса ĕҫлесе пурăнать.   

Уяв мероприятине пухăннисене Чăваш наци конгресĕн обществăлла организацийĕн президенчĕ Николай Угаслов, вăлах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ ăшшăн саламланă, ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă, пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме тăрăшуллă пулма чĕнсе каланă.    

Акатуй уявĕн ялавне кăҫал "Чурачикское" АУО представителĕ Станислав Шалеев ҫĕкленĕ. Палăртса хăваратпăр, Шупашкар районĕнчи асăннă хуҫалăх малта пыраканнисенчен пĕри – унăн ĕҫĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре.   

Акатуй уявне республикăри мĕнпур муниципалитетсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă, хăйсен юрри-ташшипе куракансене савăнтарнă. Раҫҫейри кӳршĕллĕ регионсенчен те сахал мар хăна пуҫтарăннă. Чăвашсем пĕр чăмăра пухăнса ăшпиллĕн калаҫнă, пуласлăхри тĕллевсене сӳтсе явнă, ҫитĕнӳсемпе хавхаланнă.  

Паллă кун уявра тĕрлĕ куравсем пулнă. Хăнасем чăвашсен йăли-йĕркине сăнарлакан хатĕрсемпе паллашнă.      Яланхиллех, йăлана кĕнĕ тăрăх,  ертӳҫĕсем ĕҫре маттуррисене патшалăх наградисене парса чысланă.



25 июня 2021
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter