"Эпӗ – Хӗрарӑм" конкурс ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ

"Эпӗ – Хӗрарӑм" конкурс ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ

Республика кунĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Эпĕ – Хĕрарăм» регионти конкурс ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура саламланă.

«Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ҫулталăкне халалланă ҫул ҫакăн евĕр мероприяти йĕркелени хăйне евĕр пысăк хисепе тивĕҫлĕ. Пĕлетпĕр, вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче хĕрарăмсем ырми-канми арҫынсемпе тан тăрăшнă.  Ытларах хӳтĕлев чиккисене тунă ĕҫре хĕрарăмсем, ватă кинемисемпе кукаҫисем вăй хунă. Чăваш хĕрарăмĕсен паттăр ĕҫĕсем ĕмĕр асра.  Вĕсем хăйсене шеллемесĕр ҫĕнтерӳшĕн тăрăшнă», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.   

Ӳлĕмрен те Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн пуҫарăвĕсене витĕм кӳме хатĕррине, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме, пултаруллă  ҫынсене малашне те хавхалантарма кирлĕ пек мĕнпур мероприятисене ирттерме условисем йĕркелеме пулăшасса каланă.

«Эпĕ – Хĕрарăм» конкурса республикăра пуҫарса ирттернĕ. «Пĕрле»  обществăлла фонд пысăк витĕм кӳнĕ. Ăмăртура пурĕ 350 ҫын хăйсен ăсталăхне кăтартнă.  Республикăри мĕнпур муниципалитетсенчен хастар хĕрарăмсем хăйсен пултарулăхне  ыттисене паллаштарма кăмăл тунă. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем чăнласах та,  пуриншĕн те чăн-чăн тĕслĕх вырăнне пулса тăнă. 

Ҫĕнтерӳҫĕсене палăртас тесе, пурĕ 52 пин ытла ҫын сасăланă.  

Пурĕ виҫĕ номинацире хастарсене палăртнă. Аграри енĕпе 40 ҫын ҫĕнтерӳҫĕ пулассишĕн тупăшнă.  Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, виҫҫĕмĕш вырăна Ҫĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» кооперативра тăрăшакан Надежда Концова тивĕҫлĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна Россельхозцентрта ĕҫлекен специалист Татьяна Пыркина,  пĕрремĕш вырăна – «Нива» центрта тăрăшакан методист Анна Рожкова  тухнă.  Наградăсене хĕрарăмсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов  парса чысланă.   

«Бизнес тата предпринимательлĕх» номинацире 48 ҫын хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Виҫҫĕмĕш вырăна – «Чвашпотребсоюз» ПО правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова,  иккĕмĕш вырăна – «Моргауши – Хлеб» ТМЯО директорĕ Надежда Трихалкина тивĕҫнĕ,  хисеплĕ пĕрремĕш вырăна  – Улатăрти «Россельхозцентр» АО ертӳҫи Анна Горбунова  ҫĕнсе илнĕ.   Мала тухнисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов саламланă, наградăсем парса хавхалантарнă. Ăшă саламсем ҫумне ҫакăн пекех «Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Денис Константинов та хутшăннă.      

«Социаллă сфера» номинацие хутшăнас текенсен йышĕ уйрăмах пысăк пулнă. Кунта пурĕ 263 хĕрарăм хăйсен пултарулăхĕ пирки халăха каласа пама килĕшнĕ.  Мала тухнисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева саламланă, наградсемпе чысланă.  

Виҫҫĕмĕш вырăна асăннă номинацире Шупашкарти 6-мĕш №-лĕ ача садĕнче ĕҫлекен Анстасия Гусева шеф-повар тата Ҫĕнĕ Шупашкарти музейре ĕҫлекен радиожурналист Елена Лаврентьева тивĕҫлĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна  Шупашкарти 7-мĕш №-лĕ ача садĕнче тăрăшакан ертӳҫĕ Наталия Спиридонова та Патăрьелĕн тĕп больницин врачĕ Фирия Хафизова, пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 165-мĕш №-лĕ ача сачĕн кĕҫĕн воспитателĕ Светлана Егорова  тухнă.   

Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева тата Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи обществăлла канашăн председателĕ Наталья Партасова саламланă, хушма номинацисенче мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă.  

Уяв мероприятине пултарулăх ушкăнĕсем илем  кӳнĕ.      



24 июня 2021
22:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter