Олег Николаев пулӑшу ӗҫӗсен сферинче прививка тунă ĕҫченсен проценчӗсене тишкерме хушнă

Олег Николаев пулӑшу ӗҫӗсен сферинче прививка тунă ĕҫченсен проценчӗсене тишкерме хушнă

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, COVID-19  чиртен сыхланса прививка тунисене тишкерсе тухăҫ.  Уйрăмах халăха пулăшу ĕҫĕпе тивĕҫтерекенсем патне пысăк тимлĕх уйăрасси паллă. Усал амак чирĕ алхасасран пурин те ҫак ĕҫе туса ирттерме тăрăшмалла.  Ҫитес тунтикун валли анализ тума, пĕтĕмлетӳсене тишкерме тĕллев лартнă.  Енчен те лару-тăру ырă енне куҫмасан, тен хушма мерăсем те пулĕҫ, пĕлме май ҫук.  Халăха асăрхануллă пулма ыйтаҫҫĕ, профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнма калаҫҫĕ специалистсем.   

«Лару-тăру ҫивĕчленни сисĕнкелет.  Сиплев учрежденийĕсенче хушма вырăнсем хатĕрлеме тытăннă.  Кунсерен чирлекенсен йышĕ ӳссе пыни пурсăмăра та шухăша ярать. Ҫынсене вакцина туни йывăрлăхсене ҫĕнтерме пулăшасса шанатпăр.  Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук. Короновирусăн штамĕсем вăй илнĕ май чирлесе ирттернисене те, антитела пуррисене те ерме пултарать. Инфекцирен вакцинаци кăна хӳтĕлет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Паянхи куна илес пулсан, регионта 1497 койка хатĕрленĕ, 13 сиплев учрежденийĕнче халăха  усал чирпе аптракансене  йышăнаҫҫĕ.  Пушă вырăнсем сахал, кăтарту 6,5 процентпа танлашать.

«Ҫак эрнере  5 кун хушшинче вăтамран 55-57 ҫын чирленĕ», - тесе хыпарланă Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ  Надежда Луговская.    Усал чирпе аптракансем тупăнсах тăраҫҫĕ. Чăваш Енре Британи тата Инди штамĕсем тупса палăртнă.

«Вакцина тума кăмăл тăвакансен йышĕ икĕ хут та ӳснĕ. Эрнере 8,8 пинрен пуҫласа 15,5 пине ҫитнĕ», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май республикăн тĕп санитари тухтăрĕ.

 Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Кизилов хăйĕн сăмахĕнче региона 168294 доза вакцина килсе ҫитнине хыпарланă.   Тухтăрсем 140 пин ҫынна вакцина тунине пĕлтернĕ вăл.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева хăш-пĕр кăтартусем пирки чарăнса тăнă, уйрăм муниципалитетсенче халăх активлă вакцинациленнине асăннă.  Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ҫынсем усал чиртен прививка туни сисĕнет, кăтарту 30 процентран иртнĕ тенĕ вăл. Канаш хулинче те активлă прививка тăваҫҫĕ.  Иртнĕ эрнере Шупашкар районĕнче, Улатăрта ҫынсем вакцина тума хастар кайнă сиплев учрежденийĕсене.   Ҫав вăхăтрах Шупашкар хулинче, Ҫĕмĕрлере, Вăрмарта, Тăвайĕнче ыйту ҫине тимлĕх уйăрманни сисĕнкелет. Вице-премьер мобильлĕ ушкăнсене ытларах йĕркелеме чĕнсе каланă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов обществăлла апатлану вырăнĕсенче те ятарлă уйрăмсем хатĕрлес ыйтăва пăхса тухассине палăртнă. «Ҫĕртме  уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ҫĕнĕ йĕркесем пулма пултарĕҫ.  Халăхпа ĕҫлекенсен хăйсен тĕслĕх пулмалла. Прививка тусан, чиртен асăрханса юлма пулĕ», – тесе тепĕр хут каланă Дмитрий Краснов. Çавăн пекех общество апатланăвĕн предприятийĕсенче ковидсăр зонăсем тума палăртнă: кафе-ресторансене прививка тутарманнисене тата коронавирус çуккине ĕнентерекен справкăсăр кĕртме  тен пăрахĕç.  

"Вакцинӑланӑ пайсенчен, ҫав шутра муниципалитет пӗрлӗхӗсем тӑрӑх, конкретлӑ йышӑнусем тӑвӑпӑр. Тунтикун тӗлне ҫак йышӑнусен проекчӗсене хатӗр пулмалла. Эпир пӑхса тухнӑ мерӑсем обществӑлла хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерме май параҫҫӗ пулсан, пирӗн вӗсене йышӑнмалла. Эпир халӑхӑн интересӗсене хӳтӗлетпӗр. Бизнес  шухăшĕсем пирӗншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ, анчах бизнесӑн яваплӑха ӑнланмалла. Хӑрушсӑрлӑха ӗҫлеме тата тивӗҫтерме май паракан инструментсем пур, вӗсемпе усӑ курмалла", –  тенĕ регион Ертӳҫи.

Ҫавӑн пекех Олег Николаев сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑма кирлине те каланă: "Иккӗмӗш смена пуҫланчӗ. Халӗ унта пирӗн пурте йӗркеллех, анчах лӑпланса ларма юрамасть. Кулленех сыхă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть", – сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.



25 июня 2021
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter