Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫамрӑксен кунĕпе саламлани

Хаклӑ туссем! Хисеплӗ ентешсем!

Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Талантлӑ та пуҫаруллӑ, харсӑр чунлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнӑ май, эсир чи кӑткӑс ӗҫсене ним иккӗленмесӗр пурнӑҫлама пикенетӗр тата лайӑх кӑтартусемпе савӑнтаратӑр.

Пурнӑҫра эсир хастарлӑхпа палӑратӑр, хӑвӑр шухӑшӑрсене хӳтӗлеме пӗлетӗр, волонтер юхӑмне хапӑл туса хутшӑнатӑр. Ҫакӑ пандеми тапхӑрӗнче уйрӑмах витӗмлӗн палӑрать: эсир ватӑсене пулӑшатӑр, «хӗрӳ линисенче» ӗҫлетӗр, медицина ӗҫченӗсене пулӑшу памалли акцисем йӗркелесе ирттеретӗр.

Тӑван Чӑваш Ен пуласлӑхӗ мӗнлерех пуласси шӑпах сирӗнтен, хальхи шкул ачисемпе студентсенчен тата ҫамрӑк специалистсенчен, килет.

Уҫӑ кӑмӑлӑршӑн, хӑвӑр ҫине яваплӑх илме яланах хатӗр пулнӑшӑн сире тавта­пуҫ. Эсир тунӑ ҫитӗнӳсемпе, ҫӗнтерӳсемпе эпир тивӗҫлипе савӑнатпӑр тата мӑнаҫланатпӑр.

Хӑвӑрӑн чи ҫутӑ ӗмӗтӗре ҫирӗппӗн ӗненӗр, хӑюллӑран та хӑюллӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӑр! Сире лайӑх кӑмӑл, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Олег Николаев



26 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter