«Ҫамрӑксем - Чӑваш Енӗн пуласлăхĕ», - тенĕ Олег Николаев

«Ҫамрӑксем - Чӑваш Енӗн пуласлăхĕ», - тенĕ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ умӗн регионти ҫамрăк яш-кĕрĕмпе, ҫав шутра  ҫĕршыв ертӳҫи пуҫарнă проектсене хутшӑнакансемпе уҫă тӗлпулу ирттернĕ.

Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗпе пухӑннисене саламланă, ҫӗнӗ проектсемпе ĕҫлеме кăмăл тунăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Талантлӑ та пуҫаруллӑ, харсӑр чунлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнӑ май, эсир чи кӑткӑс ӗҫсене ним иккӗленмесӗр пурнӑҫлама пикенетӗр тата лайӑх кӑтартусемпе савӑнтаратӑр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

 Уҫă калаҫу вăхăтĕнче  ҫамрӑксен ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Ҫав шутра ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ӗҫ тӑвакан влаҫӑн уйрӑм органне туса хурасси тӗллевлӗ пулнипе пулманнине те сӳтсе явнӑ. "Пирӗн тӗп тӗллев - ҫамрӑксемпе  кулленех ĕҫлесси,  кăсăклă та усӑллӑ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси. Ҫамрӑксем хӑйсем  кирек-епле ĕҫе те пурнӑҫлама хутшӑнсан вӑл тата та пĕлтерĕшлĕрех пуласси никама та иккĕлентермĕ", - тесе  палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ.

Ҫамрӑксен политикин ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явас енӗпе стратегилле сессие йӗркелеме сӗннӗ Олег Николаев. "Эпӗ хутшӑнма та хатӗр. Регион Ертӳҫи пулнӑ май ҫамрӑксем Чӑваш Енĕн пуласлăхĕ пулнине ӑнланатӑп. Ҫамрӑксене управлени процессне явӑҫтарса эпир инвестицисем хыватпӑр", - тенӗ ертӳҫĕ.

Регион Ертӳҫи ҫавӑн пекех Чӑваш Енре "Тухӑҫлӑ регион" программӑна пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен каласа панă. Программа тӗрлӗ сферӑра перекет технологийӗсене ӗҫе кӗртес тӗллевпе патшалӑх корпорацийӗн проекчӗ, унта хастар хутшӑнма сӗннĕ пурне те.

Тӗлпулура шкул ачисен профориентацийӗ, вӗренӳ, наукӑпа производство интеграцийӗсем ирттересси ҫинчен уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ.

"Тĕп тĕллев - шкулсенче компетенцисем пухасси. Пилӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енре пӗлӳ пахалăхĕ ӳссе пырать. Кашни шкул эковӗренӳ тапхӑрӗ пулса тӑрӗ", - тенӗ Олег Николаев.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре тепӗр ҫула мӗне халалламалли ҫинчен те калаҫнă. "Чӑваш Енĕн паллă ҫыннисене халалласси ыйтăва та хускатнă. Йышӑну тума вӑхӑт пур. Сӗнӳсем кӗтетпӗр", - тенĕ регион Пуҫлӑхӗ.

Олег Николаев хастар та пултаруллă, пысăк тавра курăмлă яшсемпе хĕрсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. «Уҫӑ кӑмӑлӑршӑн, хӑвӑр ҫине яваплӑх илме яланах хатӗр пулнӑшӑн сире тавта­пуҫ. Эсир тунӑ ҫитӗнӳсемпе, ҫӗнтерӳсемпе эпир тивӗҫлипе савӑнатпӑр тата мӑнаҫланатпӑр», - тенĕ Пуҫлăх ҫамрăксене саламланă май, пурне те лайӑх кӑмӑл, телей тата ырлӑх суннă.



28 июня 2021
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter