«Чӑваш Ен Раҫҫей шахмат федерацийӗн шанчӑклӑ партнерӗ пулма хатӗр», - тенĕ Олег Николаев

«Чӑваш Ен Раҫҫей шахмат федерацийӗн шанчӑклӑ партнерӗ пулма хатӗр», - тенĕ Олег Николаев

Чăваш Енĕн тĕп хулинче Раççей шахмат чемпионачĕн Аслă лигине уҫнă.

Ăмăрту «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçланнă, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче вĕçленĕ.

 Раççей чемпионачĕн Аслă лигин çĕнтерӳçисем Суперфинала хутшăнма пултарĕç. Ăмăртура 100 ытла спортсмен ăс-тăн вăйне виçĕ, вĕсен йышĕнче – çĕршывăн чи вăйлă гроссмейстерĕсем те.

 «Эпир питĕ мăнаҫланатпăр, республикăна паллă спортсменсем килнĕшĕн.  Уйрăмах хамăрăн ентешсемпе савăнатпăр.  Пурсăра та ăнăҫусем сунатпăр», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

 «Республикăра шахмат вăййине аталантарассипе Чăваш Ен Правительстви кулленех ĕҫлет.  Ятарлă проектсем те пурнăҫа кĕртме тытăннă. Шкулсенче шахмат вăййисене аталантарас тесе специалистсем тăрăшни куҫ кĕретех.  Республика паллă Анатолий Карповпа тата Сергей Карякинпа мăнаҫланать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.   

 РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков çак пулăмпа усă курса республикăра шахмат аталантарассине вăйлатмаллине палăртнă. Çавăн пекех парламентарий  ҫитес ҫул валли  Раççей шахмат чемпионачĕн Суперфиналне Шупашкарта ирттермешĕн заявка хатĕрлеме сĕннĕ.

 Раҫҫей федерацийĕн шахмат федерацин ӗҫ тӑвакан директорӗн ҫумĕ Александр Ткачев шахмат федерацин президенчӗ Андрей Филатов ячӗпе пухӑннисене саламланă. "Вырӑнти йĕркелӳҫĕсем тунă условисем, ман шутпа, питӗ чаплӑ. Кунта эпир питӗ кӑмӑла каякан  ăмăртусене курасси пирки иккӗленместӗп", – тенӗ вӑл.

 Ӑмӑртусене хутшӑнакансене ҫавӑн пекех пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗ, олимп чемпионки Ирина Привалова саламланă. Вӑл Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаева ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионатне  пысăк шайра ирттернӗшӗн Тав ҫырӑвне парса чысланă.

Шупашкарта  иртнĕ паллă пулăма ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – экономика министрӗ Дмитрий Краснов, Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров, Раҫҫей шахмат федерацийӗн сӑнав канашӗн членӗ Игорь Бурштейн, «Газпромбанк» (АО) «Приволжский» Чӑваш  Енри филиалĕн бизнеса аталантарас енӗпе  ĕҫлекен Марина Тихонравова, Чӑваш Республикин шахмат председателӗ Михаил Мельник хутшăннă.



28 июня 2021
11:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter