Чӑваш Енре кăшăл вируса пула ҫӗнӗ чарусем пулма пултарĕҫ
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ, кăшăл вирус сарăслассинчен асăрханса хушма мерăсем йышăнмаллине чĕнсе каланă. Ҫĕнĕ чарăва утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕртме тытăнасса палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Сăмах ку хутĕнче каҫ кӳлĕм ĕҫлекен клубсемпе обществăлла апатлану учрежденийĕсем пирки пырĕ.
«Мĕншĕн капла тăвакан йышăнусем пĕлтерĕшлĕ тетĕр-и? Ыйтăм тунă халăх хушшинче. Пĕтĕмлетӳ хыҫҫăн ҫакă паллă – чирлекенсем ытларах ҫамрăксем, 40 ҫула ҫитменнисем. Яш-кĕрĕм каҫхи клубсене ҫӳрет, унта вĕсем чир тупма пултараҫҫĕ, е тата массăллă мероприятисенче час-часах пулни те курăнать. Учрежденисенче профилактика йĕркине пăхăнмасан, усал амак чирĕ тата та вăйлăрах алхасма пултарĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Паян планеркăна пухăннисем Республика кунĕ пирки сӳтсе явнă, пĕтĕмлетӳ тунă. «Мероприятисем анлă пулнă, ҫав тери кăсăклă иртнĕ. Халăх кăмăллă», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Йĕркелӳҫĕсене мероприятисене ҫӳллĕ шайра ирттернĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмах май, экономика форумĕ пирки те чарăнса тăнă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсене палăртса хăварнă.
«Эпир кун пирки пĕрре мар каланă. Пирĕн ҫĕр улми куравĕ яланах хăйне евĕр паха иртет. Федераци шайĕнче пулакан мероприятине ҫĕршыври тĕрлĕ кĕтесрен специалистсем хутшăнма кăмăл тăваҫҫĕ. Паллă пулма ирттерме ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Хушма тӳрем хатĕрлени пĕлтерĕшлех пулмĕ. Унта та ытти мероприятисене ирттерме юрать. Пĕр-пĕринпе ăнланса килĕштерсе ĕҫлемелле, ун чухне тухăҫлăх тени те пысăк пулĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче пуласлăхра ытти предприятисенче те федераци шайĕнче иртекен мероприятисене йĕркелеме условисем пуррине хыпарланă. Калăпăр, Шупашкарти агрегат заводĕнче те чаплă тесе палăртнă министр.
Форумра сахал мар килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Вĕсене пурнăҫа кĕртессипе пурин те ырми-канми тăрăшмаллине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Сăмах май, Промсвязьбанк Шупашкарта баскетболла вылямалли ятарлă центр хута ярасшăн. Вăл объекта та вăхăтра пурнăҫа кĕртмелле. Вырăнне палăртнă, кăҫал авăн уйăхĕнче ҫĕнĕ объект халăха савăнтарасса кĕтетпĕр», - тенĕ регион Ертӳҫи.
Паянхи канашлура автомашина ҫулĕсем пирки те ыйтăва хускатнă. Чăваш Республикин транспорт, ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 5,6 млрд танлашнине асăннă. Хăш-пĕр муниципалитетсенче ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрманнине каланă министр. Уйрăм районсемпе хуласенче объектсене тума та тытăнманнине тепĕр хут асăнса хăварнă.
Кăҫал пурнăҫа кĕртме палăртнă кашни объекта тарăн тишкерме хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Утă уйăхĕнче укҫа-тенкĕне лайăх ĕҫлекен муниципалитетсене куҫарма тен йышăну тăвăпăр. Пачах та ĕҫлеме кăмăл туманнисем пирки шутласа пăхăпăр. Пăшăрханма кирлĕ мар, эпир айăплă мар, эсир хăвăр ҫине яваплăха илнине тивĕҫлĕ шайра пурнăҫламастăр», - тесе палăртса каланă вăл.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – ҫул хĕррисене тирпейлесе тăманни. Етĕрне тăрăхĕнче ыйту ҫав тери ҫивĕч тăрать. Подрядчикпа хушма калаҫу ирттерме палăртать Чăваш Республикин транспорт, ҫул-йĕр хуҫалăхăн министерстви.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева шкулсенче патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне ачасем епле тытнине пĕлтернĕ, кăтартусемпе паллаштарнă.
«Пĕлтĕрхи экзаменсемпе кăҫалхисене танлаштарса пăхрăмăр. 100 балл илнисем 46 ача. Ачасем хими, физика предмечĕсене лайăх пĕлни савăнтарать пурсăмăра та. Кăтартусем пысăк, ыттисемшĕн пирĕн ҫамрăксем тĕслĕхре пулни куҫ кĕретех», - тенĕ вăл.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев шкултан вĕренсе тухнисене аслă шкулсем хапăл тусах кĕтнине асăннă. Аслă пĕлӳ илсен, предприятисемпе организацисене вырнаҫма аван. Пысăк тавра курăмлă паха пĕлӳ илнĕ специалистсем яланах пĕлтерĕшлĕ, вĕсене ĕҫпе тивĕҫтерекенсем пĕтĕм кăмăлтан кĕтеҫҫĕ. Районсенче пурăнакансене тĕллевлĕ вĕренме кĕме витĕм кӳрсен аван. Ҫамрăсем вĕренсе пĕтернĕ хыҫҫăн, тăван тăрăха вырнаҫаҫҫĕ ĕҫлеме. Ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Нумаях пулмасть, иртнĕ кану кунĕнче ҫамрăксемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ уҫă калаҫăва хутшăннăччĕ. Районсенче администрацисенче тăрăшакансем ҫитĕнекен ăрупа тĕллевлĕ вĕрентсе кăларассипе сӳрĕкрех ĕҫлени сисĕннине палăртнă.
Ҫанталăк типĕ тăрать. Ялсенче шыв ҫителĕксĕр пулни сисĕнет. «Кашни муниципалитетри ĕҫе тарăн тишкермелле. Йывăрлăхсене тупса палăртмалла, вĕсене татса парассипе тимлĕ ĕҫлемелле. Шыв турттармалла, енчен те ҫăлсенче ҫук пулсан. Ҫынсен йывăрлăхне пĕрле татса памалла. Айăккинче тăрса юлмалла мар. Виҫĕ кун хушшинче ыйтăва уҫăмлатса пама хушатăп», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.