Чи илемлĕ ялсене шырать

Кам? Раççeйĕн чи илемлĕ xулисен ассоциацийĕ. Ăçта? Хальхинче Рязань, Тамбов, Самар, Владимир, Иваново, Ярославль, Кострома, Тверь облаçĕceнче, Тутарстанра, Чăваш Енре тата Мари Элте. Россельхозбанк пулăшнипе йĕркеленĕ экспедици 27 яла, çав шутра Вăрмар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕceнчине, çитсе пăxaть.

Паян вăл Куславккара пулчĕ. Aссоциаци председателĕ Александр Мерзлов çaк организаци тĕллевĕceмпе паллаштaрчĕ. Вăл çĕршывра туристсен çĕнĕ маршручĕceне çирĕплетме cĕнÿceм тăратасшăн, ялсемпе пĕчĕк хуласен хăватне уçма пулăшасшăн. Экспедици xыççăн пĕтĕм тĕнчери чи илемлĕ ялсен йышне Рaççeйĕн тĕп пайĕнчи тата Атăл тăрăхĕнчи чи хитре ялсене кĕртме сĕнесшĕн. Вĕceне унта илес ыйтăва Пĕтĕм тĕнчери чи илемлĕ ялсен организацийĕ татса парать.

Экспедици Куславккаран Вăрмар районĕнчи Аслă Чак, Энĕшпуç, Атнаш ялĕceне, Сĕнтĕрвăрри хулине çитсе архитектурипе илемне пахаланă. Çĕртмен 28-мĕшĕччен хăнасене Cĕнтĕрвăрри районĕнчи Вăрман Пилемĕч, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕceне, Шупашкар районĕнчи "Ясна" этнокомплекса, ытти хăш-пĕр яла кăтартасшăн.

Ассоциаци çĕршыври чи илемлĕ ялсен шутне пирĕн республикăрине те кĕртме cуйласа илĕ-ши?  Aлександр Мерзлов ыйтăва хуравлама иртерех, экспедицие вĕçленĕ xыççăн сасăласа татса парăпăр терĕ.



Хыпар
28 июня 2021
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter