Олег Николаев строительство сферинче ӗҫ укҫине вăхăтра тивĕҫтернипе тивĕҫтерменнине асăрхава илессине каланă
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи ĕҫ укҫине вăхăтра тата туллин парассипе, ĕҫ хутшăнăвĕсене йĕркелемесĕрех тупăш илекенсен шутне чакарассипе ҫыхăннă ыйтусене координацилекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
«Отрасльте йĕрке тумалла. Ҫирĕп тытăм туса хумалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. «Йĕрке пăсакансене явап тыттармалла. Ĕҫ сыхлавне пăхăнманнисем патне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Предприятисенче – ĕҫ вырăнĕсенче ҫынсем вилнĕ тĕслĕхсем шухăша путараҫҫĕ. Ҫемьесем тăлăха тăрса юлаҫҫĕ, саккунсене пăхăнса ĕҫ йĕркипе ĕҫлеменнисене пула, патшалăх тĕревĕпе те кайран усă кураймаҫҫĕ. Апла пулсан, ĕҫе вырнаҫнă чухне йĕрке пăсма юрамасть, кайран йывăр пулма пултарать. Кун пирки никамăн та манмалла мар», – тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă республика Пуҫлăхĕ.
Республика ертӳҫи конкурс йĕрки ҫинчен сăмах пуҫарнă. Аукциона хутшăнакан предприятисен ĕҫлеме кирлĕ пек хатĕрсем пулмалла. Тепре чухне пулкалать, ĕҫлекен ҫыннисем те сахал, техника тени те ҫукпа пĕрех. Канашлăва пухăннисем «Производственно-инжиниринговая компания «Элби» АО предприяти ĕҫ-хĕлне сӳтсе явнă. Кăҫал пуш уйăхĕнчен пуҫласа асăннă предприяти ĕҫлекенсене шалу укҫипе тивĕҫтереймен. Сăмах май, «Чувашский бройлер» АУО ҫинчен те калаҫнă, пурлăха сутсан халăх умĕнчи ĕҫ укҫин парăмне саплаштарма пулассине каланă. Пурлăха сутассипе ĕҫе кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен йĕркелеме палăртнă.
«Предприятисемпе организацисем вăй илсе аталанса пыччăр тесе, хамăртан мĕн килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Енчен те йывăрлăх сиксе тухсан, эсир кирек-епле вăхăтра та ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем патне хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене тăратма пултаратăр», - тесе каланă Пуҫлăх «Элби» компани ертӳлĕхне. «Енчен те вăрах вăхăт хушши эсир хăвăр енчен сĕнӳсем пирĕн пата илсе ҫитермен пулсан, йывăрлăх ҫук тенине ăнланма пулать. Апла пулсан, чăнласах та мĕншĕн-ха ĕҫлекенсене шалу укҫипе вăхăтра тивĕҫтермен ыйту, пурне те шухăша ярать. Йĕрке пăссан - явап тыттарасси куҫ кĕретех пулĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Республика Пуҫлăхĕ ĕҫ укҫине вăхăтра тата туллин парассипе, ĕҫ хутшăнăвĕсене йĕркелемесĕрех тупăш илекенсен шутне чакарассипе ҫыхăннă ыйтусене координацилекен комисси ĕҫне регионти мĕнпур муниципалитетсенче активлăрах йĕркелесе пыма чĕнсе каланă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пуҫарăвĕпе район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсемпе иртекен канашлăвăн кун йĕркине ыйтăва кĕртсе хăварасси те паллă тесе каланă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май. «Пĕрле тимлĕ ĕҫлесен, ҫирĕп йĕрке пулассине шанатпăр. Тухăҫлăха ӳстермелле, йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех явап тыттармалла», - тесе хушса хунă Олег Николаев.
Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа ҫӳлерех асăннă комиссире пĕтĕмпе 552 ертӳҫĕн докладне итленĕ. Паллă, вĕсем сахал ĕҫ укҫипе тивĕҫтереҫҫĕ, е тата сăрă схемăсемпе те шалăва тӳлеме пикенни сисĕнкелет.
Налук пухассипе сӳрĕкрех ĕҫлени те курăнкалать. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутайсем, Етĕрнесем, Красноармейски, Куславкка, Ҫĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри районĕсем тата Ҫĕмĕрле, Ҫĕнĕ Шупашкар хулисем начартарах ĕҫлеҫҫĕ имĕш.