Чӑваш элемӗллӗ ракета космоса вӗҫсе хӑпарнӑ

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 02 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ. «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ.

Аса илтерер: ракетӑна ҫавӑн пек илемлетесси пирки маларах

Чӑваш Ен «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑччӗ.



Чăваш халăх сайчĕ
30 июня 2021
18:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter