Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫил-тăвăл хыҫҫăн пулнă пăтăрмахсене пӗтерессине ҫивĕч тĕрĕслеве илнĕ

 Ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче ҫĕрле регионта усал ҫил-тăвăл алхаснă, аслати тата ҫиҫĕм хăш-пĕр районсемпе хуласенче пурăнакансене самай инкек кӳнĕ. Ыйтăва уҫăмлатас тĕлĕшпе ятарласа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев оперативлă канашлу ирттернĕ. 

«Инкек хыҫҫăн объектсене тирпейлес ĕҫе вăраха тăсса ямасăр, кĕске вăхăт хушшинче пурнăҫламалла.  Муниципалитетсенче ҫапла тума условисем ҫителĕклĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Енри ГКиЧС пĕлтернĕ тăрăх, республикăра электричество енĕпе сахал мар кĕтменлĕхсем сиксе тухнă, ҫĕрле аслатиллĕ ҫумăр вăхăтĕнче 46 ялта ҫынсем йывăрлăх тӳснĕ, 14 муниципалитетра ҫил-тăвăл алхасса пăтăрмахсем кăларса тăратнă. 

Ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирхине 10 сехет тĕлне ҫитменлĕхе пĕтерме май килнĕпе пĕрех теме юрать, 20 ялта  объектсене тирпейлесе ĕҫе кĕртнĕ, ыттисене вара паян кун-каҫа пĕтерме тĕллев лартнă.    Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. 

Асăннă кун пушар тухнă тĕслĕхсене те шута илнĕ. Аслатиллĕ ҫиҫĕм республикăри виҫĕ района инкек кăтартнă: Канашра, Йĕпреҫре, Муркашра. Ҫынсен хуҫалăхĕсем ҫунса кĕлленнĕ. Елчĕк районĕнче харпăр хăй килĕнче пĕрисен пӳртĕн ҫивĕттине пĕтĕмпех аркатнă ҫил-тăвăл.   Специалистсем тепĕр хут асăрхаттараҫҫĕ: тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть, асăрхануллă пулмалла, пушартан сыхланас, усал ҫил-тăвăлпа, ҫумăрсенчен, аслатипе ҫиҫĕмрен кулленех сыхă тăма тăрăшмалла. 



30 июня 2021
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter