«Шкул ачисене коррупципе хирĕҫ кĕрешме вĕрентсе пымалла», – тенĕ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Шкул ачисене коррупципе хирĕҫ кĕрешме вĕрентсе пымалла», – тенĕ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 Чăваш Республикинче коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхи пекех республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

«Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче аслă класра вĕренекен ачасемпе коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе ятарлă программăна тĕпе хурса  методика вĕрентĕвне пурнăҫа кĕртме хатĕрленетпĕр.  Ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Апла пулсан, кун пирки тăтăшах уҫă калаҫусем ирттерни вырăнлă. Программăна кăсăклă тата витĕмлĕ хатĕрлемелле. Факультатив урокĕнче ачасене тарăн пĕлӳпе тивĕҫтермелле», - тенĕ вăл.  «Аслă шкулсенче ку ĕҫе тахҫантанпах ĕнтĕ йĕркелесе пыраҫҫĕ, анчах та кун пек туни ҫителĕксĕр. Эппин, çамрăксене саккуна пăснин яваплăхĕ çинчен ачаранах вĕрентмелле», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Республикăн Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине аслă шкулсенче ҫӳлерех асăннă темăпа анлăрах мероприятисем йĕркелеме, вăл уроксемпе уҫă калаҫусене право хуралĕнче тăрăшакансене те явăҫтармаллине чĕнсе каланă.  

Пĕрле тăрăшса тимлĕ ĕҫлесен кăна, коррупцине парăнтарма пултарайрăпăр.  Ҫитĕнекен ăрăвăн йĕрке пăсмалла мар, саккунсене пăхăнса яваплăха туйса пурăнмалла.    

Ларăва пухăннисем профилактика ыйтăвĕсем пирки те сӳтсе явнă, патшалăх тата муниципалитетсен пурлăхĕсемпе усă курнă чухне право йĕркисене пăхăнса ҫирĕп ĕҫе йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă.  

Палăртма кăмăллă, регионта мĕнпур ĕҫсем уҫăмлă пулса пыраҫҫĕ, специалистсем те ҫакнах ҫирĕплетсе калаҫҫĕ.  

Чăваш Республикинче ял территорийĕсене комплекслă аталантарса пырассипе инвестициллĕ паспортсем туса хатĕрление асăннă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Патшалăх программи  пурнăҫа анлăн та хăватлăн кĕрсе пынине тепĕр хут палăртса хăварнă вăл.  Ҫĕрсемпе пурлăхсем пирки пĕрлехи реестра хыпарсене вырнаҫтарса пыраҫҫĕ. Цифра технологийĕ ку тытăмра лайăх ĕҫлет. «Кун евĕр технологи, ҫĕнĕ пай хуҫасăр ҫĕрсене вăхăтра тупса палăртма та витĕм кӳрет. Кирек-епле хыпара та туххăмрах вуласа пĕлме меллĕ»,  тесе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Кашни кварталта ҫĕрсем пирки мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмлетӳ тума тăрăшмалла.  Усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсем пачах та пулмалла мар пулĕ.  Енчен те ҫĕрсене тупса палăртсан вара, пусă ҫаврăнăшне кĕртессишĕн тăрăшмалла»,  тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Асăннă ыйту ҫине республикăри районсемпе хула округĕсен администраци пуҫлăхĕсен пысăк тимлĕх уйăрмалла.  «Ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курмалла, строительство тытăмĕшĕн пăхса хăваракан ҫĕр лаптăкĕсене те комплекслă плана тĕпе хурса йĕркелесе пымалла. Ял территорийĕсен аталанмалла, вăй иле илемленсе пымалла тенĕ ларăва пухăннисем.  Ыйтăва куҫран вĕҫекртме юрамасть, тимлĕ пулмалла»,  тенĕ канашлăва пухăннисем.  



30 июня 2021
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter