Йывăр ҫемьесене асăрхамалли механизмсене цифра трансформацине тĕпе хурса хатӗрлӗҫ

Йывăр ҫемьесене асăрхамалли механизмсене цифра трансформацине тĕпе хурса хатӗрлӗҫ

Палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕнче пуҫарнă.

Олег Николаев Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине цифра трансформацине тĕпе хурса йывăр ҫемьесене асăрхаса тăма ятарлă механизм йĕркелеме, ҫемьесем йĕркене пăхăннипе пăхăнманнине ҫирĕп тĕрĕслесе пыма хушнă.

 Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерстви, 2021 ҫулта кăрлач-ҫу уйăхĕсенче ҫула ҫитмен  шăпăрлансем йĕрке пăснă тĕслĕхсем самай ӳснине, кăтарту 63,8 процента ҫити хăпарнине шута илнĕ.  Паянхи пурнăҫ таппинче тепре чухне ашшĕсем час-часах  ачасемшĕн алимент тӳлеменни сисĕнкелет. Ку енĕпе те кăтарту ӳснине калаҫĕ ятарлă специалистсем.

Канашлăва пухăннисем йĕрке пăсассинчен асăрханса ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсем ирттермелли пирки калаҫнă, ятарлă мерăсене сӳтсе явнă.  «Юлашки ҫулсенче уйрăмах ҫемьесенче харкашăва пула, ачасем те айăпланаҫҫĕ, вилнĕ тĕслĕхсем те пулкалани куҫ кĕретех», - тенĕ ведомство ĕҫченĕсем.

«2021 ҫулта пиллĕк уйăх хушшинче пĕтĕмпе 12 ача вилнĕ. Сăлтавĕсем те паллă, тимлĕхе ҫухатни час-часах тĕл пулать. Виҫҫĕшĕ пушарта ҫунса кĕлленнĕ, иккĕшĕ ҫул-йĕр ҫинчи инкексене пула вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă.  Ҫу кунĕсем ҫитнĕ май, ачасем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем те пулкалаҫҫĕ.  Чӳречерен укҫсе вилнисем вара, пушшех те  пăшăрхантараҫҫĕ. Апла пулсан, тепĕр хут чĕнсе калатпăр, пурин те асăрхануллă пулмалла, профилактика мерисене пăхăнмалла, йывăр вăхăтра пĕрне-пĕри пулăшма пĕлмелле», - тесе асăрхаттарнă канашлăва  хутшăннă Чăваш Енри СУ СКР ертӳҫин ҫумĕ Максим Федоров. «Хальхи вăхăтра ачасем ҫуллахи канура, ăна усăллă ирттерччĕр тесен,  кăсăклă мероприятисем йĕркелемелле, кану вăхăтне аслисемпе пĕрле ирттерме тăрăшмалла. Тимлĕхе пачах та ҫухатма юрамасть, аслисем каланине яланах итлемелле, йĕрке пăсма ирĕк ҫук, профилактика мерисене вăхăтра пурнăҫласа пымалла», -  тенĕ тепĕр хут республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.     

Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем строительство тытăмĕнчи хăш-пĕр ыйтусене те сӳтсе явнă, ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхĕнчи ыйтусем тавра калаҫнă, право хуралĕнче тăрăшакансен сĕнĕвĕсене епле пурнăҫласа пынине те тишкернĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев мĕнпур ыйтăва тарăн тĕпчеме каланă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса пыма хушнă канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май.   



30 июня 2021
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter