Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 40 пин ытла мӑшӑр хатӗрлерӗ

Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 40 пин те 999 мӑшӑр хатӗрлерӗ. Ҫапла май мӑшӑрсен йышӗ 870 пин те 886-а ҫитрӗ.

Иртнӗ уйӑхра эпир Николай Шундикӑн «Инҫетри ҫурҫӗрте», Джек Лондонӑн «Мексиканец», Максим Горькийӗн «Окуров хули», Анатолий Алексинӑн «Сашӑпа Шура», Лев Толстойӑн «Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр» кӗнекисене мӑшӑрларӑмӑр. Унсӑр пуҫне пирӗн корпус корей тата казах юмахӗсемпе пуянланчӗ. Малалла эпир Владимир Обручевӑн «Тусемпе материксем пулса кайни», Александр Авдеенкон «Тисса хӗрринче», Александр Купринан «Шурӑ йыта» тата ыттисемпе ӗҫлеме шутлатпӑр — вӗсен тексчӗсене юсаса тухнӑ ӗнтӗ, мӑшӑрласси ҫеҫ юлать.

Ҫӗртме уйӑхӗнчи ӗҫе пӗтӗмлетнӗ май хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмачсем тавра ҫыхӑннӑ хыпарсене те асӑнса хӑварар. Пӗрремӗшӗнчен, Яндекс.Тӑлмач тинех сайтсене тӳрех чӑвашларан ытти чӗлхесене тата ытти чӗлхесенчен чӑвашла куҫарма вӗренсе ҫитрӗ. Унччен вӑл пайра чӑвашлипе усӑ курма май ҫукччӗ, халь вара ӗҫлет. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн хамӑрӑн тӑлмач та лайӑхрах та лайӑхрах куҫарма вӗренсе пырать. Тӗрӗссипе хальхи вӑхӑтра 3 сайтра чӑвашла куҫарма май пур: Яндекс.Тӑлмач, тутарсем хатӗрленӗ Вырӑс-тӗрӗк тӑлмачӗ тата пирӗн сайтра — tran.chv.su адреспа эпир ҫӗнӗрех верси хатӗрлетпӗр. Виҫӗ сайтра куҫарса пӑхнӑ хыҫҫӑн хӑвӑра кирлӗ варианта тупма пултаратӑрах.

Хыпара вӗҫленӗ май ытти кӑтартусен ҫитӗнӗвне те илсе кӑтартар: текстсен йышӗ — 2 302 (+42), пуплевӗшсен йышӗ — 939 996 (+43 441), сӑмахсен йышӗ — 9 580 947 (+455 788).



Чăваш халăх сайчĕ
01 июля 2021
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter