Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков регионти 14 ҫамрӑка паспортпа Конституци экземплярӗсене парса чысланă

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков  регионти 14 ҫамрӑка паспортпа Конституци экземплярӗсене парса чысланă

Паллă пулăма паян, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Раҫҫей Федерацийӗн гражданинĕн паспорчӗ ҫинчен калакан йĕркене (РФ Правительствин  йышăнăвĕ http://government.ru/news/42284/) улшӑнусем кӗртнӗ кун ирттернĕ. Пӗрремӗш паспорта илнӗ чухне ҫӗршыв Конституцийӗ ҫинчен калакан пĕр кĕнекине парса чыслаҫҫĕ.

Раҫҫей Федерацийӗн гражданинĕн паспортне панă чухне,  ҫĕнĕ Конституци экземплярӗпе тивĕҫтермелли йышăнăва Президент Тĕп саккуна ҫĕнĕлĕх кĕртме йĕркеленĕ ĕҫ ушкăнĕпе пĕрле калаҫса килĕшнĕ вăхăтра ыйтăва пуҫарнă.  Каярах РФ Правительствине ҫапла йышăну тума хушу панă.  Тĕп саккуна тӳрлетӳсем кĕртсен, вăл 2020 ҫулта утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.  

  Паян паспортпа пĕрле Тĕп саккуна республикăра пурăнакан 14 шкул ачи тивĕҫнĕ. Вĕсемпе пĕрле ҫавӑн пекех республикӑра ҫуралса ӳснӗ – Мурманск хулинче Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствин Нахимов ҫарпа тинӗс училищинче вĕренекен  кадет тивĕҫнĕ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрăксене паспорт илнӗ ятпа саламланă. "Паспорта илни - кашниншĕн питӗ кирлӗ те савӑнӑҫлӑ тата хумхануллӑ самант. Ҫакă сире аслӑ та хӑватлӑ ҫӗршывра хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫланине пӗлтерет", - палӑртнӑ вӑл, "Паян Раҫҫей кал-кал аталанса, ҫирӗпленсе пырать, хӑйӗн тӗрӗслӗхне, прависене хӳтӗлеме пултарнине ҫирӗплетсе парать", - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Ҫӗршывӑн Тӗп саккунӗн ҫӗнӗ кӑларӑмне паспортпа пӗрле панӑ чухне Олег Николаев ҫапларах каланă: "Халӗ ачасен хушма тивӗҫсем хушăнаҫҫĕ, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн  вĕсен яваплӑх ӳсет", - сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

"Эсир Раҫҫей Федерацийӗн гражданин паспорчӗпе пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине официаллӑ майпа тивĕҫнĕ пӗрремӗш  ҫынсем пулса тӑтӑр. Ан манӑр ҫак куна, пирӗн ҫӗршывӑн юрăхлă ҫыннисем пулма тăрăшăр", - палӑртнă Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков.

Нахимов училищинче вĕренекен ҫамрăк яш ача Савелий Ярдушкин  хăйĕн сăмахĕнче паянхи пулăма ĕмĕр аса тытасса шантарнă. «Эпĕ хама ҫитĕннине туятăп. Яваплăх та манăн ӳсет. Хамшăн, ҫĕршывшăн та манăн таса чунпа, яваплăха туйса пурăнмалла, тарăн пĕлӳ илме тăрăшмалла. Ҫынлăха ҫухатма юрамасть, ҫĕршыва юратмалла, ăна парăнса пурăнмалла. Тăван кĕтесрен аякра пулсан та, манма юрамасть, ҫĕршывпа мăнаҫланмалла, ăна хисеплемелле», -  тенĕ вăл.



01 июля 2021
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter